Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăна Гринписс та Мухтав хучӗ панă

Чăвашсен паллă таврапӗлӳçи 60 тултарчӗ

Çак кунсенче Çӗпрелӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче паллă çыравçă, журналист тата таврапӗлӳçӗ Николай Казаков 60 çул тултарнине халалласа мероприяти иртрӗ. Унта тăван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсем, музей ӗçченӗсем тата администрацире тăрăшакансем хутшăнчӗç. Юбилярпа пӗрле Чӗмпӗртен таврапӗлӳ юхăмӗн хастарӗсем килсе çитрӗç. 
Н.А.Казаков 1959 çулхи июлӗн 19-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралнă. Ачаранах вăл шкул пурнăçӗ çинчен район тата республика хаçачӗсене заметкăсем çырать. 1974 çулта «Пионер сасси» хаçатăн Лауреачӗ те пулса тăрать. 1976-79 çулсенче Сӗнтӗрвăрринчи вăрман хуçалăхӗн техникумӗнче вӗренет. 1984 çулта Мари политехника институтне вӗренсе пӗтерет. Икӗ çул çарта хӗсметре пулать. Вăл вăхăтра Çӗпӗр çар округӗн хаçатӗнче военкорсен шкулӗнче вӗренет. Демобилизаци хыççăн Теренгульти ЛПХ-ри Ясашноташлински лесничествинче ӗçлет. ВЛКСМ комитечӗ ăна «Знамя Ленина» хаçата партипе комсомол пурнăçне çутатакан уйрăмăн корреспонденчӗ пулса ӗçлеме ярать. 1990 çулсен пуçламăшӗнче ăна райхаçатран Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçатне корреспондентра ӗçлеме куçараççӗ. 

1991 çулта Николай Казакова Ульяновскри И.Я.Яковлев ячӗллӗ чăваш çутӗç обществин председателӗн çумне суйлаççӗ. 1992 çултанпа вăл Ульяновск облаçӗнчи чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн председателӗ.

Хальхи вăхăтра ентеш «Рослесозащита» патшалăх управленийӗн «Ульяновск облаçӗн вăрманне хӳтӗлекен центрӗнче» инженер-лесопатолог пулса ӗçлет. Унăн наука статьисем «Природа Симбирского Поволжья» журналта пичетеленеççӗ. 

РФ Журналистсен союзӗн пайташӗ (1991), РФ Çыравçисен союзӗн пайташӗ (1997), А.Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ (1993), Чăваш халăх академикӗ (1996). Унăн наградисен хушшинче 2011 çулта панă Раççей Гринписсӗн Хисеп хучӗ те пур. 

 Таврапӗлӳçӗсемпе чăваш чӗлхин учителӗсем тăван тавралăха тата историне тӗпчес ӗçре Н.А.Казаковăн кӗнекисемпе пичет ӗçӗсем пысăк пулăшу панине палăртрӗç. 
Ульяновскран килнӗ Толстовсен дуэчӗ мероприятие илемлетрӗ, вӗсем юбилее савăнăçлăрах турӗç.
 

Администраци представителӗсенчен, музей ӗçченӗсенчен, ӗçтешӗсенчен юбиляр нумай Хисеп хучӗсемпе Тав çырăвӗсем, сувенирсем илчӗ. 

 

                                       Геннадий Карсаков, ТР Журналистсен союзӗн пайташӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев