П.В.Дементьев музейӗнче урок иртрӗ
Çӗнӗ хыпарсем

П.В.Дементьев музейӗнче урок иртрӗ

‎П.В.Дементьев музейӗнче Çӗнӗ Упири тӗп шкулта вӗренекенсем хутшӑннипе «Атӑлçи халӑхӗсен наци тумӗсен тӗнчинче» музей урокӗ иртрӗ.

Раççейри халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталӑкне халалланӑскере çулçӳрев евӗр йӗркелерӗмӗр. ‎Ачасем Атӑлçи тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен наци тумӗн уйрӑмлӑхӗсемпе паллашрӗç. Тумтир çыннӑн пурнӑç йӗркине, йӑлисене, социаллӑ лару-тӑрӑвне те мӗнле кӑтартса панине пӗлчӗç.

Музейный урок с учениками Новоубеевской ООШ

Занятире чӑваш тумӗ çине уйрӑмах тимлӗх уйӑрчӗç – шкул ачисем хӗрсем тăхăнакан тухьяна тата йӑлана кӗнӗ тумӑн ытти элеменчӗсене курчӗç, эрешсемпе материалсен пӗлтерӗшне тишкерчӗç.

‎Программӑна экспонатсене кӑтартасси, халӑх тумӗн тӗслӗхӗсемпе видеохăтлав тата ыйтусене сӳтсе явасси кӗчӗ. Ачасем хăйсен шухӑш-кӑмӑлӗсенче халӑхсен тумӗсем кашни тӗрлӗрен, уйрӑмлӑхӗсем урӑхлараххи, анчах пӗр пекех илемлӗ пулнине палӑртрӗç.

Музейный урок с учениками Новоубеевской ООШ

‎Çакӑн пек уроксем шкул ачисене тӑван тӑрӑхри культура нумай енлӗхне лайӑхрах ӑнланма, ӑрусен çыхӑнӑвне туйма, тӗрлӗ халӑхсен йӑли-йӗркине хисеплеме пулӑшаççӗ.

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ, 

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

 


#2026 – Год Единства народов

Нет комментариев