Владимир Старшов: «Çынсем мӗнле нушаланнине курсан тата ытларах пулăшас килет»
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Старшов: «Çынсем мӗнле нушаланнине курсан тата ытларах пулăшас килет»

Тутарстан волонтерӗсен иккӗмӗш ушкăнӗ Курск тăрăхӗнчен октябрӗн 26-мӗшӗнче таврăнчӗ. Курск облаçӗн Украинăпа чикӗленекен Большесолдатский, Рыльскпа Льгов районӗсенче вырăнти халăха, госпитале пулăшрӗç.

Кам-тăр пулăшмаллах вӗт

Волонтерсен йышӗнче хальхинче Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗн чăвашӗ Владимир Старшов та пуррине «Сувар» хаçатăн 41-мӗш номерӗнче çырнăччӗ. Тин кăна Курск тăрăхӗнчен таврăннă Владимир Михайловичпа ятарласа çыхăнтăмăр. Унта хăйсем мӗн-мӗн тунине каласа пама килӗшрӗ вăл. Аса илтеретпӗр, «Единая Россия» парти йӗркеленӗ «Курский рубеж» гуманитари миссийӗ Курск облаçӗнче 2025 çулхи июлӗн 15-мӗшӗнчен ӗçлет. Тӗрлӗ регион волонтерӗсем унта икшер эрнене кайса ВСУ персе сиенлетнӗ инфраструктурăна, çынсен кил-çурчӗсене юсама, госпитальсене тата ытти çӗрте пулăшаççӗ.

Татарстанские волонтеры в Курской области

– Владимир Михайлович, «Курский рубеж» гуманитари миссийӗ çинчен, унта çынсем кирлине ăçтан пӗлтӗр?

– «Курский рубеж» пирки маларах пӗлмен эпӗ. Çӗпрел райо­нӗнчи çамрăксемпе çул çитменнисен «Созидание» клубри «Добро.Центр» волонтерсен штабӗнче час-часах пулатăп. Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах хамăр салтаксем валли тимӗр сетка, пăта-шуруп, апат-çимӗç, газ баллонӗсем тата ыттине туянса паратăп. Кун çинчен каламан никама та. Мăшăрăн пӗртăван тетӗшӗн хӗрӗн, хамăр патра ӳснӗ Юльăн, мăшăрӗ Гена Командов (офицер-танкист, Теччӗ районӗ) СВОра пуç хунă хыççăн ытларах пулăшма тытăнтăм.

Пӗртăван шăллăм Виктор ятарлă çар операцине хăй ирӗкӗпе кайрӗ тата. Волонтерсем патне кӗрсен: «Курский рубежа» кайма кăмăлу çук-и?» – тесе ыйт­рӗç. Çывăхри районсенчен пӗр çын та каякан çук иккен. «Кам-тăр пулăшмаллах вӗт Курск çыннисене, хирӗçлеймерӗм – килӗшрӗм.

– Хатӗрленме вăхăт нумай пулчӗ-и?

– Пӗр икӗ-виçӗ уйăх та кайрӗ пуль. Документсене нумай вăхăт тӗрӗслерӗç. 61 çулта пулнипе илесшӗн те пулмарӗç малтан. Шăнкăравласан вăхăтӗнче кӗрешӳпе спорт мастерӗн кандидачӗ пулнине, мӗн-мӗн тума пӗлнине веç каларăм. Кăшт вăхăт ирт­сен: «Хатӗрлен, кирлӗ эс пире», – терӗç.

Татарстанские волонтеры в Курской области

– Хăвăнпа мӗн-мӗн илме каларӗç?

– Нимӗн те, пурте хамăртан, республика парать терӗç. Каярах тум, ура размерӗсене çырса илчӗç. Район администрацине чӗнтерсе пӗтӗм обмундировани, носки таранах, парса ячӗç. Район администраци пуçлăхӗ М.Р.Гафаров мана хăй йышăнчӗ ун чух. Ку тума тăхăнман та эпӗ, пит кирлех пулмарӗ. Унта мӗн тума кайнине пӗлнӗ вӗт, пӳрт тăррине хăвăрт хăпармалла, ӗçне васкаса тумалла, çавăнпа çăмăл тума хампа илтӗм, хатӗрленсех кайрăм темелле.

– Хусана хăв тӗллӗнех кайрăн-и е леçекенсем пулчӗç?

– Хусана мана район адми­нист­рацийӗнчен киле килсех машинăпа лартса Хусанти чугун çул вокзалне леçрӗç, кайран пырса илчӗç. Поездпа малтан Мускава çитрӗмӗр, унта пӗр пилӗк сехет те тăтăмăр пуль. Кайран электричкăпа Курска кайрăмăр.

Татарстанские волонтеры в Курской области

Ӗçе хăвăрт тумалла унта

– Курска çитсе пынăçемӗн мӗн çинчен шухăшларăн?

– Кирлӗ ӗçе хутшăнма май пурришӗн савăнтăм. Мӗнле те пулсан пӗлнӗ ӗçпех ӗçлесчӗ, улма шуратмалла кăна ан пултăрччӗ тесе пытăм. Унта вӗт кам мӗн тума пӗлнине пит пăхса тăмаççӗ, ăçта çын кирлӗ – унта яраççӗ. Тӗрӗс те çапла пулчӗ. Поезд çинчен ансанах пире çичшер çынран тăракан ушкăнсем çине уйăрчӗç. Ман ушкăнра улттăшӗ юридици факультечӗн студенчӗ, çиччӗмӗшӗ эпӗ. «Курска юлмалла, госпитале пулăшмалла», – теççӗ.

«Атьсем, улма кăна шуратмалла пулсан, сумкăна йăтатăп та халех каялла каятăп. Килте те шуратман эп улма», – терӗм. Документсене пăхрӗç те: «Кун пек маçтăр госпитале каймалла мар ӗнтӗ», – тесе килӗшрӗç. Тутарстанран тепӗр икӗ ачапа Михаил Аввакумовпа тата Элвин Мухамеджановпа пӗрле чикӗ хӗрринчи районсене яма килӗшрӗç. Пӳрт тăррисене юсамалли çӗре темшӗн хӗрарăма ярасшăн пулнă малтан? Çапла унпа ылмаштарчӗç мана. Пире илме икӗ «УАЗик» килчӗ, çынсем пурте сухаллă, каскăпа, раципе хăйсем. 2 сехет çурă каятпăр, çитместпӗр-ха. Базăна килсен тӳрех столовăйне илсе кайрӗç. 

– Тутарстанран кайнисенчен чи асли эсӗччӗ пуль?

– Чи асличчӗ, манран кӗçӗнреххи 40 çулсенчиччӗ. Базăра вăл вăхăтра эпир тӗрлӗ регионтан пынисем 60-ăнччӗ, 10-шар çынлă 10 бригада куллен тӗрлӗ енне саланса çынсене пулăшать. Эпир Хусанти Энергетика университечӗн студенчӗ Михаил Аввакумов, Азнакай районӗнчи Элвин Мухамеджанов (çав тери маттур ачасем, иккӗшӗ те волонтер) виçсӗмӗр пӗр бригада йӗркелерӗмӗр, мана бригадир турӗç.

Пӗлмен çынсене илес темерӗмӗр. Çапла чăваш, тутар, вырăс икӗ эрне пӗрле пултăмăр. Мишăпа Элвин Матака шкул ачисемпе тӗлпулăва килесшӗн-ха. Поездпа кайнă чухне пӗр-пӗринпе паллашнă чухне, ялта хамăн тимӗрçӗ мастерскойӗ пуррине каласан мана «Кузнец» теме тытăнчӗç. Лере çак ятпах шеврон та пачӗç.

Татарстанские волонтеры в Курской области

– Мӗнле задачăччӗ сирӗн?

– Ăçта заявка пулать, çавăнта ирпе ирех машинăпа тухса каяттăмăр. Икӗ эрнере Большесолдатский, Рыльский, Льговский районсенчи тӗрлӗ яла çитрӗмӗр. 150 километра кайни те пулнă. Çурт тăрринчи шиферсем унта взрыв хумӗпе йăтăнса вырăнтан хускалнă та шуса аннă, пăтисем тăратсах тăраççӗ хăйсен. Шыв каять. Эпир чикмекпе хăпарса крючоклă вӗренпе çаклататпăр та шифера вырăнне лартса пăтисене çапса тухатпăр.

Ӗçе хăвăрт, беспилотник асăрхиччен, туса пӗтермелле унта, тӗттӗмлениччен базăна каялла çитмелле. Эпир хамăр кăна çак икӗ эрнере 10-12 çурт тăррине юсама ӗлкӗртӗмӗр тата ытти вак-тӗвек ӗç турăмăр. 

– Чикӗ хӗрринче лăпкă марри паллă, пӗрле кайнисенчен аманнисем пулмарӗç-и?

– Телее, ун пекки-кун пекки пулмарӗ. Кăнтăрла юрать-ха, лăпкăрах пек, каçхине тавралăх кӗрлесе кăна тăрать. Пирӗн еннелле унтан БПЛА, ракета вӗçет. Çав вырăнтан вӗсене персе антарма тытăнаççӗ те. Çав тери нумай вӗсем, рой пекех. Большесолдатский район чи хăрушши унта, Украина чиккине çывăх вăл. Бирюково ялне бронежилетсăр кайман та, вăйлă переççӗ. Унта дядя Ваня патне пӳрт тăррине ремонт тума кайрăмăр. Юсаса килтӗмӗр кăна, вăл каллех шăнкăравлать: «Атьсем, каллех сирпӗтрӗç», – тет. Кайрăмăр, тăррине улăштартăмăр. Çавăнтах взрыв. 300 метртан кирпӗчӗ вӗçсе килчӗ те хапхи-мӗнӗ, счетчикне ватса тăк­рӗ.

Эпир те çавăнтах тăратпăр, пытанса ӗлкӗртӗмӗр. Ман начальник: «Володя, çутă кӗртме пӗлетӗн-и эс?» – тесе ыйтать. Кун пек чух пӗлместӗп тесе мӗнле калаян. Çумăр айӗнчех юпа çинчен пралук тăс­рăм. Пӗрре персе анас­ран, тепре кирпӗч вӗçсе килес­рен хăратăп,  пурпӗр туса патăм. Çутă çутса ярсан старик йӗрсех ячӗ. Çав вăхăтра тата хӗрӗ «Ăшă пăрăхӗ юхать!» – тесе пӳртӗнчен кăшкăрса чупса тухрӗ, ăна та юсаса патăмăр.

Татарстанские волонтеры в Курской области

Хальхи вăрçа Аслă вăрçăпа танлаштарма çук

– Чикӗ хӗрринче пенисӗр пуçне тата ытти хăрушлăх та пур-тăр?

– Диверсантсем тыткăна илес­рен пирӗн çамрăксене малтанах ыйтусене вырăнти чӗлхепе (украинла, вырăсла хутăш калаçаççӗ унта) ответлеме вӗрентрӗç. Пӗррехинче базăн ертӳçипе (паллă сăлтавсене пула ятне-шывне палăртмастпăр) Рыльский районтан тухса Сумы чиккинчен 5 километрти яла мӗнпе пулăшмаллине пӗлме кайрăмăр. Пӗр ват çын тухрӗ те: «Атьсем, тӗттӗмленсе пырать, эсир хăвăртрах кайăр-ха кунтан, диверсантсем çӳреççӗ. Сирӗн пеккисене мăйран сӗрсе тухни те пулчӗ», – тесе асăрхаттарчӗ.

Хăвăрт кăна кайрăмăр вăл ялтан. Большесолдатский районти Христос Çуралнин чиркӗвӗнчен чан çапса таврăннă чухне тата беспилотник 60 çухрăм хăваларӗ. «Все, Кузнец», – сăхсăхать пирӗн Миша Аввакумов. «Турăпа пӗрле, веç аван пулать», – лăплантаратăп ăна. Тарса хăтăлтăмăр. Хальхи вăрçа Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе танлаштарма çук, тăванла халăх çапăçать унта. Чикӗри районсем икӗ енчен те пӗр-пӗрне лайăх пӗлеççӗ.  Ăçта мӗн пулнине веç пӗлсе тăраççӗ. Кунта та акă черепица витнӗ çурт­сем пур, вӗсене тивмен, чылаях.

Пирӗн смена вăхăтӗнче Мускавран «Единая Россия» партин чрезвычайлă лару-тăруллă вырăнсенчи волонтер ӗçне йӗркелекен уполномоченнăйӗ Игорь Костюкевич хăй килнӗччӗ. Пирӗнпе пӗрле икӗ çӗр каçрӗ. Çав тери кăмăллă çын. «Тӳпере – беспилотниксем, çӗр çинче диверсантсем, эсир пурнăçăра хӗрхенмесӗр палламан ватăсен çӗрнӗ шиферӗсене юсама килнӗ, тӳлевсӗрех тата», – тесе мухтани чӗрене кӗрсе юлчӗ. 

Татарстанские волонтеры в Курской области

– Вăл тăрăхри ялсем пысăк-и, çыннисем нумай-и, мӗн туса пурăнаççӗ?

– Ялсем пысăк унта, çыннисем те йышлă, ытларах аслă çултисем ӗнтӗ. Пирӗн пек çынсемех вӗсем, пирӗн пекех ӗçлеççӗ, лавк­кана çӳреççӗ, пахчисене акаççӗ, выльăх усраççӗ. Нуша курсан та пурнăç хăй еккипе малалла шăвать унта. Икӗ çулта вӗсем шап­латнине-кӗмсӗртетнине хă­нăхса çитнӗ ӗнтӗ. Шап-шап тунине пăхмасăрах шыв туха-туха тăкаççӗ, пахчисене пăхаççӗ. 

– Пуринчен ытла мӗн тӗлӗнтерчӗ?

– Халăх питӗ чухăн пурăнни. Пирӗн ялта, тӗслӗхрен, шиферпа витнӗ çуртсем те сайра. Унта вара шиферлă тăрăсем кăна. Çурчӗсем ишӗлсе пӗтнӗ, пӳртӗнчех туалет. Курсан чун ыратать. Климачӗ аван вара – аçтăрхан мăйăрӗ, панулми, виноград ӳсеççӗ. Çыннисем мӗнле нушаланнине курсан тата ытларах пулăшас килет. Халăхӗ питӗ ăшă йышăнать унта. «Тӳлемелле пулать-и-ха?» – тесе ыйтаççӗ хăйсем. Çук тесен куççульне шăлаççӗ. «2000 çухрăмран пире пулăшма килнӗ вӗт-ха эсир», – теççӗ. Хăналама пăхаççӗ. Эпир аçтăрхан мăйăрӗсӗр пуçне ыттине илмен, хамăрăн сухпаек пулнă пирӗн.

Тата ӗçе хăвăрт тунипе апат çинчен шутлама вăхăт та çук унта, çăвар кăна типет. Тутарстанра мӗн тесен те лайăх пурăнатпăр, пирӗн вӗт урăх районтан е регионтан куçса килнисене те пăхаççӗ. Унта вара – çук, шырамаççӗ те. Льговский районта пӗр 60 çулсенчи Надежда Валентиновна текен хӗрарăм патне ячӗç. Урăх районтан куçса килнӗ иккен вăл. Икӗ ачи те СВОра çухалнă, инсульт пулнипе хăйне пăхайми пулнине администрацийӗ пӗлмест те. Çурт-йӗрне кӗрсе тухма çук тирпейсӗр, йытти-кушакки те çавăнтах. Вăхăтӗнче МЧСра ӗçленӗ пулнă хăй.

Çавăн çуртне темиçе бригада волонтер килсе çуса тасатрӗ, хăйне мунча кӗртсе тумне улăштарчӗ. Эпир ваннине-туснине юсарăмăр, бригадăпа пӗрле хамăр укçапах материал илсе крыльцине туса хăвартăмăр. Игорь Костюкевич СВОри пӗр ывăлне çав каçах тупса пачӗ, йывăр аманнă, госпитальте иккен. Амăшне тата йывăр пулас­ран шикленсе калама хушмарӗ. Вăр-варлăха кура пирӗн бригадăна çав тери хисеплетчӗç унта. «Кузнец, бригада пухса тепре кил-ха», – терӗ база начальникӗ уйрăлнă чух.

Татарстанские волонтеры в Курской области

– Мӗнле вара, мисси сан вӗç­ленчӗ-и е тепре каятăн?

– Ӗç вӗçленмерӗ-ха ман унта. Пӗр чиркӗве кăна пулăшайрăм, теприне ӗлкӗреймерӗм. Çавăнпа каятăпах, бригада пухăп-и унта, ак ман атьсем, Мишăпа Элвин, килсен пӗрле шутлăпăр-ха. 

– Каясах текенсене мӗн каланă пулăттăн, хăйсемпе мӗн илмелле, мӗн çинчен манмалла мар унта?

– Унта вӗт каланипе каймаççӗ, чӗре хушакан, хăйпе-хăй пулакан япала вăл. Кайсан вара çухалса каймалла мар унта, ӗçе хăвăрт тумалла. Инструмент тавраш мӗн кирли веçех пур-ха, апла пулсан та хăвăнпа илсен пăсмасть. 

В.Старшов архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.


#Своихнебросаем

Нет комментариев