Илья Ефремовăн илемлӗ фильмӗнче виçӗ ăру тӗл пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Илья Ефремовăн илемлӗ фильмӗнче виçӗ ăру тӗл пулать

Тăхăрьялсем шкул ачисен чăвашла кинофестивальне хутшăнмасăр юлмарӗç. Чăваш Киштекри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкултан Илья Ефремов хутшăнма кăмăл тунă.

Конкурса хутшăнма вӗрентекен сӗннӗ

Илемлӗ фильмра пӗр несӗлӗн виçӗ ăрăвӗ тӗл пулать – аслашшӗ, ашшӗ, мăнукӗ. Картинăн тӗп шухăшӗ – çунакан вучаха сӳнме памалла мар, кил ăшшине пӗтермелле мар. Кинофестиваль конкурсӗ пуласси çинчен Илья чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ольга Бахтиновăран пӗлнӗ, хутшăнма сӗнсен хапăлласах килӗшнӗ. 

Участник конкурса «Чувашский школьный кинофестиваль» Илья Ефремов

9-мӗш класра вӗренекен 15 çулти каччă пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать. Халӗ тантăшӗсем пуçӗпех патшалăх экзаменне хатӗрленнӗ, общест­вăлла ӗçе хутшăнассинчен те, спортпа, творчествăпа аппаланассинчен тытăнса тăнă вăхăтра Илья юратнă, хăй килӗштернӗ ӗçсем çинчен манмасть. Юнармеецсен ушкăнӗнче те вăл ячӗ­шӗн мар, пур кăмăлтан çӳрет. Патриотизм та Ильяшăн паянхи модăна кӗнӗ час-час аса илекен сăмах мар, чăннипе Тăван çӗршыва, çуралнă тавралăха юратнипе, ăна лайăхлатассишӗн тăрăшнипе çыхăннă ăнлав пулса тăрать. Çыннăн хăйӗн тивӗçне пӗлмелле, пурнăçламалла тесе шутлать вӗренекен. 

Чăваш Киштек шкулӗнче «Туслăх» ансамбль ӗçлет, театр кружокӗ те пур. Илья Ефремов ансамбле çӳреме те, спектакльсенче выляма та ӗлкӗрет. Ку сăмахсене вулакансенчен пӗрисем: «Мӗн ӗлкӗрмелли пур унта»? – тейӗç мăнкăмăллăн. Çӳрени пӗр япала, рольсене вӗренме вăхăт кирлӗ, сăнара калăпласси те ансат мар. Ансамбле çӳресси те çăмăлттайсемшӗн мар. Çӗнӗ кӗвве вӗренсе çитиччен мӗн чухлӗ вăхăт, тимлӗх кирлӗ. Илья вара купăс та калать, балалайка та ун аллинче çăмăллăн пăнтăртатать. Уйрăмах чăваш кӗввисене, халăх музыкине калама юратнине пӗлтӗмӗр унран. 

 Илья Ефремов и Ольга Михайловна Бахтинова

Ефремов интересӗсем çаксемпех вӗçленмеççӗ, унăн юратнă предмечӗсенчен пӗри –  истори. Шкул программипе çеç çырлахмасть вӗренекен. Кӗнекесенче вуласа çӗннине пӗлме тăрăшать. «Мӗнле кӗнекесем вулама юрататăн?» – тесе ыйтсан вăл тӳрех наука ӗçӗсем çинчен çырнă кӗнекесем килӗшнине пӗлтерчӗ. Палеонтологипе кăсăкланать Илья, чăвашсен историне ытларах пӗлме тăрăшни те курăнать. Хăй çуралса ӳснӗ тавралăхпа кăсăкланнинчен пуçланнă-ши çакă? 

Чăваш чӗлхипе экзамен тытасшăн

Вулакана Илья Ефремов патшалăх экзаменне чăваш чӗлхипе пама хатӗрленет тенипе савăнтартăмăр пулӗ. Мӗншӗн-тӗр чăваш чӗлхипе тата литературипе патшалăх экзаменӗ пама суйласа илекенсем, шел те, сайра. Çавăнпа Ильяна та, унăн вӗрентекенне Ольга Михайловна Бахтиновăна та çакăншăн ырламалла. 

Участник конкурса «Чувашский школьный кинофестиваль» Илья Ефремов с другом

Кинофестивале хутшăнма суйласа илнӗ тема та чăваш чӗлхипе культурине, тăван йăла-йӗркене упрассипе тӳррӗн çыхăннă. 9, 8, 7-мӗш классенче вӗренекенсем хутшăннă ăна ӳкерме. Фильм режиссерӗ Илья Ефремов хăй, вылять те. Çавăн пекех 7-мӗш класри Кирилл Воронов, 8-мӗш класс вӗренекенӗ Иван Пиговаев выляççӗ фильм­ра. Ӳкерекенни тата монтаж тăваканни Ульяна Ефремова, Ильян 8-мӗш класра вӗренекен йăмăкӗ. 

Илья нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснӗ. Вячеслав Георгиевичпа Ольга Владимировна Ефремовсен çемйинче улттăн пӗртăван вӗсем. Илья çемьере иккӗмӗш ача, пӗчӗкрен кӗçӗннисемшӗн яваплăх туйса ӳснӗ вăл. Тен, çавăнпах хăйӗн тивӗçне çивӗч туять?  

 

О.Бахтинова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 


#ЧувашскийШкольныйКинофестиваль

Нет комментариев