Çӗнӗ Тимушкел волонтерӗсем пӗчӗк ушкăнпах пысăк ӗç тăваççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Тимушкел волонтерӗсем пӗчӗк ушкăнпах пысăк ӗç тăваççӗ

Эпир, Аксу районне кӗрекен Çӗнӗ Тимушкел ялӗнче пурăнакан волонтерсем, ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах салтаксене пулăшас тӗллевпе ялти Культура çуртне кашни кун çӳретпӗр.

Кунта яланах ӗç вӗресе тăрать: маскировка сеткисем çыхатпăр, поролон тата материал касса минтерсем, матрассем хатӗрлетпӗр. Техника, эмел тавраш тата ытти кирлӗ япаласем туянма укçа-тенкӗ пуçтаратпăр. Пахча çимӗç те илсе кайса паратпăр Аксури Волонтерсен центрне. 

Волонтеры деревни Новое Тимошкино Аксубаевского района

Сăмах май, эпир çыхакан мас­кировка сеткисем салтаксене питӗ кирлӗ: вӗсем техникăна дронсенчен сыхлама пулăшаççӗ. Эппин эпир, волонтерсем, ахаль ӗç тумастпăр. Кун пирки тӗлпулусенче хӳтӗлевçӗсем хăйсем те каласа çирӗплетеççӗ.

Волонтеры деревни Новое Тимошкино Аксубаевского района

Çӗнӗ Тимушкелӗнчи волонтёрсен ушкăнӗ пысăках мар пулсан та кăçал кăна техника витмелли 67 маскировка сетки (120 тăваткал метрлă) çыхрăмăр. Пирӗн ушкăна пултаруллă хӗрарăм Любовь Кузьминична Сафронова ертсе пырать. Паян кунта тӗрлӗ çулти хастарсем вăй хураççӗ, пурӗ 14 çын. Елизавета Владимировна Павловăпа Вера Октябристовна Бикмурзина – педагогика ветеранӗсем, шкулта 40 çул ӗçленӗ тивӗçлӗ канăва тухиччен. Елена Николаевна Анорьева ача садӗнче воспитатель пулса тăрăшнă. Галина Васильевна Евдокимова тӗп бухгалтерта ӗçленӗ колхоз кантурӗнче. 

Волонтеры деревни Новое Тимошкино Аксубаевского района

Волонтерсен хушшинче повар та, урай çăвакансем те, колхоз хирӗнче вăй хунисем те, ӗне сăвакансем те пур. Акă вӗсем: Елизавета Никоноровна Петрова, Елена Сергеевна Анорьева, Валентина Сергеевна Алексеева, Светлана Васильевна Ксенофонтова, Светлана Николаевна Сухарева, Зоя Васильевна Андронова, Ольга Севастьяновна Бикмурзина, Надеж­да Никоноровна Евдокимова, Людмила Петровна Волкова. 

Волонтеры деревни Новое Тимошкино Аксубаевского района

Валентина Николаевна Ма­дюкова – ял библиотекарӗ. Вăл тăрăшуллă волонтер кăна мар, пирӗн хушăра тӗрлӗ мероприятисем ирттерме те, интереслӗ кӗнеке куравӗсем те туса ӗлкӗрет. Кăçал тутар халăх поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 140 çул çитнине асăнса унăн сăввисемпе паллаштарать.

Волонтеры деревни Новое Тимошкино Аксубаевского района

Çапла, тивӗçлӗ канури маттур та сатур кинемейсем кунсерен тăрăшса ӗçлесе тăшманпа çапăçакан салтаксене пулăшаççӗ, çӗнтерӗве çывхартма тӳпе хываççӗ.

 

Елизавета ПАВЛОВА.

Аксу районӗ,

Çӗнӗ Тимушкел.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 


#Своихнебросаем

Нет комментариев