Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чапаев путса вилнӗренпе 100 ҫул ҫитрӗ

Пӗртӑван Васильевсен кинокартини тата Фурманов повеҫӗ ҫак ҫынна ӗмӗрлӗхех чапа кӑлараҫҫӗ тата вӗсем хыҫҫӑн халӑх ҫуратнӑ анекдотсем.

Ҫӗр ҫул каялла, 1919 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче Уральск хули патӗнче Граждан вӑрҫин паттӑрӗ Василий Иванович Чапаев путса вилнӗ. 

Вӑл хальхи Чӑваш Республикине кӗрекен Будайки ялӗнче ҫуралнине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. 

Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫине хутшӑнсах паттӑра тухнӑ вӑл, 3 Георгий хӗресӗ илме тивӗҫнӗ, прапорщика ҫитнӗ. 

1917 ҫулхи октябрьте Совет влаҫӗ тӑвассишӗн кӗрешме тытӑнать. Декабрьте ӑна Николаевск уесӗн ҫар комиссарне суйлаҫҫӗ. 

Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче В.И. Чапаев доброволец отрячӗсен командирӗ пулнӑ, унтан бригадӑн, унтан дивизин. Вӑл белочехсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. 

1918 ҫулта Чапаева Генштаб академине вĕренме яраҫҫӗ. Унта вӑл анекдотри пекех, пӗр курс та пӗтереймест, фронта кайма рапорт ҫырса парать. 

Чапай ертсе пынипе хӗрлисем Колчака хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, Ӗпхӗве илнӗ, унтан Уральск хулине. Ӑна Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чыслаҫҫӗ. 

1919 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче шуррисем Лбищенскри 25-мӗш дивизин штабӗ ҫине тапӑнаҫҫӗ. Мӗн пур патронне персе пӗтерсе Чапаев Урал юханшывне ишсе каҫма тӑрӑшать. Анчах тӑшман пулли ӑна хӑваласа ҫитет те вӑл путса вилет.

Пӗртӑван Васильевсен кинокартини тата Фурманов повеҫӗ ҫак ҫынна ӗмӗрлӗхех чапа кӑлараҫҫӗ тата вӗсем хыҫҫӑн халӑх ҫуратнӑ анекдотсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев