Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чи инҫетри чӑвашсем те вӑранаҫҫӗ

Пӗлтӗр ялта клуб уҫнӑранпа ҫутӑкӳльсен чӗрисене ҫӗнӗ хӑват кӗнӗн туйӑнать

  Азнакай районӗнчи чӑваш ялӗнче Учук тума хатӗрленеҫҫӗ. Уяв июлӗн 20-мӗшӗнче 14:00 сехетре пуҫланать. Пысӑках мар тӗне кӗмен ялшӑн ку юлашки ҫулсенчи пӗрремӗш уй чӳкӗ. Ҫавӑнпа та ӗлӗкхисене аса илме ҫынсем "Ватсапри" ушкӑнра калаҫса татӑлнӑ. Халӑх тӗнӗнче Учук питӗ пысӑк йӑла шутланнӑ. 

Ҫутӑ Кӳлӗ ялӗнчи нумай функциллӗ центрта ӗҫлекенсем ӗҫсӗр лармаҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсем хӑйсен ансамблӗпе Чатӑр ту ҫинчи тӗрӗк халӑхӗсен пултарулӑх фестивальне хутшӑннӑ. 

Учукра ваттисем лайӑх ҫанталӑкшӑн кӗлӗ вулӗҫ, ҫитӗннисем шурӑ така пусӗҫ, ҫамрӑккисем пӑтӑ пӗҫерӗҫ. Ҫак мешехе "Таканкки" тӑвӗ ҫинче иртӗ. Ҫынсене унта хӑйсен кашӑкӗсемпе тата тиркисемпе килме ыйтаҫҫӗ. Йӗркелӳ комитечӗ килӗрен 500-шер тенкӗ пуҫтарать уява ирттерме. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздник