Сувар

Çӗнтерӳ кунне – автокросс!

Аслă Çӗнтерӗве 74 çул çитнине халалласа Çӗпрел районӗ автокросс ирттерет.

Реклама

Çӗпрел аслă Çӗнтерӳ кунне халалласа автокросс ирттерет. Йăлана кăçал малалла тăснине пӗлтерет район сайчӗ. Май уйăхӗн 4-мӗшӗнче унчченхи аэропорт вырăнӗнче район администраци пуçлăхӗн парнишӗн автокросс пулать. Ăмăртăва вырăнти пилотсемсӗр пуçне урăх регионтисем те килеççӗ. Автоспорта юратакансене пурне те килсе курма йыхравлаççӗ. (Сăнӳкерчӗк район хаçачӗн сайтӗнчен).

 

Теги: Спорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: