Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кил хуçисем çывăрса кайнипе усă курса вӗсен укçине вăрланă

Аксу район сучӗ 44 çулти хӗрарăм енӗпе уголовнăй ӗçе пăхса тухнă. Вăл пӗрле эрех ӗçсе ларнă хыççăн пӗр ял хӗрарăмӗн укçине вăрланă. Ялта вӗт йăли çапла, кӳршӗ-аршă пӗр-пӗринчен нимӗн те пытармасть. Куллен кун сиксе тухакан ыйтусене те сӳтсе яваççӗ, савăнăçа та пӗрле пайлаççӗ. Пӗрре пӗрин патӗнче, тепре теприн патӗнче чей ӗçнӗ май çӗнӗ хыпарсене шӗкӗлчеççӗ кӳршӗсем.

Ку хутӗнче те çаплах пулнă. Те ăнсăртран, те чăнах та кӳршин укçа пуррине пӗлсех Ч. гражданка 2020 çулхи июнь пуçламăшӗнче кӳршисем патне каçнă. Кил хуçи хӗрарăмӗ хăнана сӗтел хушшине ларма сӗннӗ, чейпе пӗрле «хаяртараххине» те лартнă сӗтел çине. Эрех туянма вара кил хуçи арăмӗ кӳрши умӗнчех куртка кӗсйине чикнӗ алсиш ăшӗнчи тутăрпа чӗркенӗ укçине кăларнă. Кирлӗ чухлӗ илнӗ те юлнă укçине каялла илнӗ вырăнах пытарса хунă. Эрех ӗçсен кил хуçи арăмӗпе унăн ывăлӗ (вăл та сӗтел хушшинче пӗрле ларнă) çывăрса кайнă. Ирхине вăрансан 43000 тенкӗ укçи çухалнине курнă.
Полици ӗçченӗсем Ч. гражданка вырăнти лавккасенче тавар туяннине тӗпчесе пӗлнӗ, вăл хăйӗн тата та 5 пинлӗх купюрăсем пуррипе мухтаннă-мӗн çынсен умӗнче. Анчах та тытса чарнă вăхăтра унра вăрланă укçан пысăк пайӗ пулман ӗнтӗ, тăкакланă.
Хур курнă хӗрарăм кӳрши вăрланă укçа уншăн палăрмалла пысăк сумма пулнине пӗлтернӗ, çапах та ăна çирӗп наказаниех пама ыйтман.
Суд Ч. гражданкăна РФ УК 158-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «в» пунктӗнче пăхса тухакан уголовнăй преступление тунăшăн айăплă тесе йышăннă. Маларах судпа айăпланманнине, айăпне йышăннине, ӳкӗннине, вăрланă укçана тавăрса пама хатӗррине кура суд Ч. гражданкăна 320 сехет ӗçлеттермелле тунă. Кӳнӗ сиене саплаштарма ыйтса çырнă гражданла тавăçа та пурнăçланă.
Судпа айăпланнă хӗрарăмăн суд палăртнă обязательнăй ӗçсене пурнăçлама хăй маларах çӳренӗ урамсемпех иртме тивет. Унччен ăна кӳрши-аршисем яланах хапăл пулнă-ха, халӗ вара чей ӗçме чӗнекен тупăнӗ-ши?
Аксу район сучӗн пресс-служби.
Сăнӳкерчӗк
«Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев