Паянхи пек ялта хыт-хура ӳснине астумасть Санюк аппа
Вăрçă пуçланнă чухне эп 13-ре пулнă. Нушаллă вăхăтчӗ ун чух. 4 класс çеç пӗтернӗ. 5-мӗш класа кайсан Октябрь праçникӗ хыççăн анне шкула вӗренме тек ямарӗ...
Аслă Çӗнтерӳ уявӗ умӗн ялти библиотекарьпе Ирина Павловăпа пӗрле тыл ӗçченӗ Александра Кузьминична Цыфаркина патне çитсе килтӗмӗр, ачалăхӗ, вăрçă çулӗсенчи пурнăçӗ пирки ыйтса пӗлтӗмӗр.
Вăл 1927 çулта Кивӗ Упи ялӗнче колхозник çемйинче çуралнă, çемьере 8 ача ӳснӗ.
– Вăрçă пуçланнă чухне эп 13-ре пулнă. Нушаллă вăхăтчӗ ун чух. 4 класс çеç пӗтернӗ. 5-мӗш класа кайсан Октябрь праçникӗ хыççăн анне шкула вӗренме тек ямарӗ, – пуçларӗ Александра Кузьминична калаçăва.
Ашшӗне 1941 çулта вăрçа илсе кайнă чухне килте 5 ача юлнă. 1942 çулта сылтăм аллине амантса таврăннă ашшӗ. Пулас мăшăрне те 1943 çулта яппун вăрçине илсе кайнă та 1950 çулта тин яла таврăннă.
– 1952 çулта Кӗçӗн Упи ялӗнче пурăнакан Петр Цыфаркинпа çемье çавӑртӑмӑр. Турхан вăрманӗсене каснă çӗре те кайнă, колхозра та тӗрлӗ ӗçсенче ӗçленӗ, Упири пахча çимӗç типӗтекен заводра та тăрăшнă. Икӗ сменăпа 12-шер сехет ӗçлеттӗмӗр. Заводранах тивӗçлӗ канăва кайрăм, – каласа парать Саня аппа.
Çулла вара панулми, чие варенийӗ вӗретнӗ, маринадсем те хатӗрленӗ. Хӗрлӗ кăшман, купăста, кишӗр, сухан та типӗтнӗ. Хӗлле çӗрулми типӗтнӗ, крахмал тунă. Вăрçă вăхăтӗнче те ӗç чарăнман, яланах завод кӗрлесе тăнă. Каярахпа виçӗ сменăпа ӗçленӗ, çуркунне сивӗ шывпа кӗленчесем çуса лимонадпа квас та тунă. Ӗçленӗшӗн уйăхне 40 тенкӗ тӳленӗ. Пасара чăх çăмарти сутма тухнă, ачасем валли тумпа апат туянмалăх укçа пултăр тенӗ.
Çемье çавăрса ултă ача – 3 ывăлпа 3 хӗр çуратса ӳстернӗ. Хальхи вӑхӑтра Санюк аппа тӗпчӗк ывăлӗпе Николайпа кун кунлать. 93 çулта пулсан та чуста çăрса çăкăр та пӗçерет. Ытти çулсенче анкартинче çӗрулмине те çумкурăкран тасатса тăнă. Урисем сурнипе халь ытларах пӳртре, туяпа çӳрет. Паянхи пек ялта хыт-хура ӳснине астумасть Санюк аппа. Час-часах аслă çул енне кантăкран тинкерсе ачисемпе мăнукӗсене кӗтет.
Çирӗп сывлăх, вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр сана, Александра Кузьминична! (Юрий АДЪЮТАНТОВ. Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи ялӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев