«Вилӗмсӗр полка» хутшăнар-и?

Пирӗн, Тутарстан çыннисен, Хусанта майăн 9-мӗшӗнче иртекен «Вилӗмсӗр полка» наци тумӗсем тăхăнса хутшăнма та май пур. Кăмăл пуррисене Тутарстан халăхсен ассамблейи хапăл туса кӗтет.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пурнăçа хӗрхенмесӗр кӗрешнӗ кашни совет салтакне асăнса, сума суса Аслă Çӗнтерӳ кунӗнче, майăн 9-мӗшӗнче, Раççейре «Вилӗмсӗр полк» акци йӗркелеççӗ. Пирӗн, Тутарстан çыннисен, Хусанта иртекен акцие наци тумӗсем тăхăнса хутшăнма та май пур. Кăмăл пуррисене Тутарстан халăхсен ассамблейи хапăл туса кӗтет. Анчах ку валли маларах, апрелӗн 30-мӗшӗччен кăнтăрла 12.00 сехетчен, 89179071472 телефонпа (ТР ЧНКА) шăнкăравласа çырăнмалла. Акцие хăвăрпа пӗрле Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветеран-тăванăрсен сăнӳкерчӗкӗллӗ штендерсем илмелле. (В. Александрова сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
13 августа 2022 - 09:29Амăш капиталӗпе усă курнă, тивӗçне пурнăçламан Патшалăх панă укçапа пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма усă курнă пулин те, Н. çурт-йӗре ачисене пай уйăрса парса пӗрле харпăрлăха çыртарман. Çавна кура Нурлат хулин прокуратури тавлашуллă çурта харпăрлăха çыртарасси пирки суда тавăç тăратнă.1500
-
13 августа 2022 - 08:21«Кӗр мăнтăрӗ – 2022»: вулакансем ыйтнипе пурте кăмăлланă конкурса кăçал та ирттеретпӗр, хутшăнмасăр ан юлăр Хисеплӗ вулакансем! Пӗлтӗр те, виçӗмçул та хаçатра «Кӗр мăнтăрӗ» конкурс ирттертӗмӗр. Ăна пурте хапăл туса йышăнчӗç. Хутшăнакансем те нумайăн пулчӗç. Ак каллех тухăç пуçтармалли вăхăт çитрӗ. Çавна кура вулакансенчен пӗри те тепри: «Кăçал «Кӗр мăнтăрӗ» конкурс ирттерместӗр-и? Хутшăнас килет», – тесе ыйтма пуçларӗç. Вулакансем ыйтаççӗ пулсан мӗншӗн ирттерес мар? Эппин «Кӗр мăнтăрӗ – 2022» конкурс пуçланни пирки пӗлтеретпӗр сире.2600
-
12 августа 2022 - 17:01ПИЛӖК ÇУЛТАН КАЛЛЕХ ТӖЛ ПУЛТĂМĂР Михедюковсен йăхӗнчен тухнисем Якаелне Раççейӗн кашни кӗтесӗнчен пуçтарăнса килнӗ Уяв кӗрлесе иртсе кайрӗ. Анчах та Якаелӗнче пурăнакан Михедюковсен тăхăмӗсен черетлӗ тӗлпулăвӗпе çыхăннă асаилӳсем хальхи пекех куç умӗнче. Çак праçнике ирттерме çанталăкӗ те ятарласа лайăх вăхăт уйăрчӗ темелле. Вырăнти Владимир Акмурзин поэт ятарласа çак пулăм тӗлне сăвă та çырнă: Прекрасный летний день дарует встречу – Всех многочисленных потомков предка Михедюка. И солцепек, и предстоящий вечер Настроят лад семейный, званый, тихий...14900
-
12 августа 2022 - 15:54«Сувара» тухма пуçланăранпах çырăнаççӗ Титовсем, юратса вулаççӗ Иванпа Нина Титовсем пӗрлешнӗренпе 50 çул çитет. Иван Николаевич Чистай районӗнчи Ишельелӗнче çуралса ӳснӗ, Нина Александровна Аксу районӗнчи Çӗньялта кун çути курнă. Шăкăл-шăкăл калаçса туслă пурăнакан çемьере икӗ ача ӳссе çитӗннӗ. Вӗсем 1975 çулта Антонина хӗрӗпе Чистайран Пăлхара куçса килнӗ. Мăн асаттесен çӗрӗ хапăлласа йышăннă çемьене – паян кун та кăмăллăн пурăнать кунта мăшăр. Нина Александровна тивӗçлӗ канăва кайиччен çӗвӗç пулса ӗçленӗ, Иван Николаевич пенсие тухичченех руль алран яман. Антонина Хусанта шăпине тупнă. Вăл харпăр предприниматель, унăн фирми чӳрече лартассипе ӗçлет, мăшăрӗпе хӗр çуратса ӳстернӗ. Мария хăй те çемье çавăрнă.Пăлхара куçсан Иван Николаевичпа Нина Александровнăн ывăл çуралнă. Николай Пăлхар музейӗнче ӗçлет, арăмӗпе йӗкӗреш ывăлсем çуратса ӳстернӗ – Олег тата Игорь.13700
-
5 августа 2022 - 16:01Пахалăхне тӗрӗсленӗ
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
9 августа 2022 - 05:55Александр Денисович ЧЕРНОВА 55 çул тултарнӑ ятпа!Тӗнчери чи хаклӑ та юратнӑ çыннӑмӑра, Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурӑнакан Александр Денисович ЧЕРНОВА августӑн 9-мӗшӗнче 55 çул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!31700
-
5 августа 2022 - 10:53Александр Владимирович ИВАНОВ 60 çул тултарчӗАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович ИВАНОВ ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!46900
-
19 июля 2022 - 08:05Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВАНА юбилей ячӗпе!Пăва районӗнчи Ескуль ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Элмет хулинче пурăнакан Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВА (ИСАКОВА) июлӗн 19-мӗшӗнче 65 çул тултарать.76300
-
10 августа 2022 - 14:50Аллă тăхăр пăши те вун виçӗ хир сысни Тутарстанра тискер чӗрчунсене таптасси тăтăшланнă. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем хăйсем сасартăк иртсе пыракан машина умне сиксе тухаççӗ. Симӗс çатралăх çул çумӗнчех пулсан, руль умӗнче пыракан водителӗн умне сасартăк сиксе тухнă чӗрчунран пăрăнса ӗлкӗрме е чарăнма 2-3 çеккунт çеç юлать. Каçхи вăхăтра аварирен пăрăнма шанăç çукпа пӗрех. Çавăнпа кустăрма айне нумай чӗрчун çакланать те.31200
-
10 августа 2022 - 09:44Августри сывлăш температури нормăран 3-5 градус ытларах Тутарстанра августри аномалилле шăрăх декада вӗçленет. Унăн талăкри вăтам температури +23,6 градус пулнă, çакă июльти кăтартусемпе танлашать. Нормăпа хальхи вăхăтра Хусанта талăкри вăтам температура 18-19 градус пулмалла.30800
-
10 августа 2022 - 12:28Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Теччӗ районӗн пуçлăхне Рамис Сафиуллова «Дуслык» орденӗпе наградăланă Çакăн çинчен калакан Указ Президентăн сайтӗнче пичетленнӗ27800
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика