Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан университечӗ И.Яковлев çинчен каласа парать

И.Яковлевăн еткерлӗхне цифра çине куçарассипе ХФУн Наука библиотеки курăмлă ӗç тăвать, Иван Яковлевича «Университет во времени» проекта кӗртнӗ кăна мар, «Учиться и учить в Российской империи» подкастăн (аудиозапись) ярăмне унпа пуçлать.И.Я. Яковлевпа çыхăннă кăларăм тăватă пайран тăрать. Аудиозаписьсене PodsterFM , Яндекс Музыка сервиссенче тата «ВКонтакте» социаллă сетьре пурте итлеме пултараççӗ.

И.Яковлевăн еткерлӗхне цифра çине куçарассипе ХФУн Наука библиотеки курăмлă ӗç тăвать, Иван Яковлевича «Университет во времени» проекта кӗртнӗ кăна мар, «Учиться и учить в Российской империи» подкастăн (аудиозапись) ярăмне унпа пуçлать.

«Вӗрентӳ реформаторӗн Иван Яковлевăн историйӗ çав тери хăйне евӗрлӗ. Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи пӗчӗк ялăн тăлăхӗ чăваш алфавитне туса Хусан кӗпӗрнинчи вырăс мар халăхсене вӗренӳ çине урăхла пăхма вӗрентнӗ. Революцичченхи мемуарсене вулатăн та университетпа гимнази çинчен кăна хăпартланса çырнине ăнланатăн, пуçламăш пӗлӳ çинчен асăнни çук та, Иван Яковлевич вара пуçламăш пӗлӗвӗн шăпи ял ачисемшӗн мӗнле синкерлӗ пулнине тӗплӗн çырса кăтартать. Халăха çутта кăларассипе кăна мар, И.Н. Ульяновпа пӗрле хӗрсене пӗлӳ парассипе те ӗçлет вăл. Пурне те ăнланмалла çăмăл чӗлхепе çырнăран та ăна подкастăн пӗрремӗш геройӗ пулма суйларăмăр,– терӗ проектăн кураторӗ Иван Ротов подкастпа паллаштарнă май.

И.Я. Яковлевпа çыхăннă ярăм пурӗ тăватă пайран тăрать. Аудиозаписьсене PodsterFM , Яндекс Музыка сервиссенче тата «ВКонтакте» социаллă сетьре пурте итлеме пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России