г. Казань
Февралӗн 22-24-мӗшӗсенче Çӗнӗ Шупашкар хулинче Раççейӗн WKC каратэ енӗпе X чемпионачӗ тата первенстви иртрӗ. Унта ăмăртуçăсем тӗрлӗ регионсенчен хутшăнчӗç. Вӗсен йышӗнче Çырчаллинчи 9 çулти чăваш хӗрӗ Владислава Шуркина та.
Йӗлтӗрпе чупакансене Владимир Черланов, Михаил Чернов, Сергей Еремеев судьясем хакларӗç. Ăмăрту вăхăчӗ сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ. 66 медальпе 22 кубок хăйсен хуçисене тупрӗç.
Нурлатри Туслăх Çурчӗн директорне тата районти ЧНКЦ ертӳçине Галина Владимировна Терентьевăна ТР Культура министерстви Тав хучӗпе чысларӗ.
Çамрăк ентеш Николай Чукмаров (Çӗпрел районӗнчи Матак ял каччи) çак кунсенче кăна икӗ медаль çӗнсе илчӗ. Февралӗн 22-мӗшӗнче Чăваш Республикин кӗрешӳ чемпионатӗнче – III, февралӗн 23-мӗшӗнче Çӗнӗ Йӗлмелӗнче (Çӗпрел районӗ) иртнӗ кӗрешӳ турнирӗнче – I вырăнсем йышăнчӗ.
Автохула чăвашӗсене тата хăнасене пурне те мартăн 2-мӗшӗнче кунти «Çăлкуç» Туслăх Çуртӗнче Чăваш культура кунне кӗтеççӗ. «Чӗкеç» халăх тата ун çумӗнчи ачасен «Путене» ансамблӗсен пысăк концерчӗ пулать.
Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмел шкулӗнче Тăван чӗлхе кунӗнче 7-10-мӗш классем хушшинче «Тăван чӗлхе – асамлăх тӗнчи» викторина иртнӗ.
Пăва районӗнчи Кипекассинчи урамсем Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунӗнче шахматла, хоккейла выляса тата йӗлтрӗпе чупса ăмăртнă.
0