Сувар

Новости за 27 сентября 2021

  • 27 сентября 2021 - 21:26
    Спектакльсене нумай ҫын курма пултарчӗ
    Константин Иванов ячӗпе хисепленсе тăракан Чӑваш патшалӑх академипе драма театрӗн спектаклӗсене ҫак кунсенче хусансемпе пӗрле аксусем, нурлатсем тата ҫӗпрелсем курма пултарчӗҫ. Теччӗсем те курмаллаччӗ те, анчах коронавирус лару-тӑрӑвӗ япӑхланнипе унти спектакле васкавлӑ майпа Ҫарӑмсан районне куҫарма тиврӗ.
    237
    0
    0
  • 27 сентября 2021 - 16:24
    ПУРНЕ ТЕ АСА ИЛЕССИ – ПИРӖН ПӖРЛЕХИ ТИВӖÇ
    Санкт-Петербург хулинче авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кашни ҫулах блокадӑра пулнисене асӑнса акци ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та блокада 80 ҫул ҫитнине халалласа асаилӳ акцийӗ иртрӗ. Пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн наципе культура организацийӗсен тата регионсен пӗрлешӗвӗсен представителӗсем блокада вӑхӑтӗнче вилнисен ячӗсене вуласа пачӗҫ
    278
    0
    0
  • 27 сентября 2021 - 15:32
    Kăпкă та вашават Хӗрсене ку эрнере эмоцисем çитмеççӗ
    Эрнелӗх  гороскоп 27.09 – 03.10
    232
    0
    0
  • 27 сентября 2021 - 15:17
    Татьяна Петровна ИВАНОВА 60 çул тултарчӗ
    Сан сывлăху тӗреклӗ пултăр, Çăлкуç пек тăтăр вăл тапса. Телей хӗвелӗ саншăн çунтăр – Çапла калатпăр ыр сунса.
    195
    0
    0
  • 27 сентября 2021 - 15:13
    Чăваш çыравçи Халăхсен хушшинчи ача-пăча кӗнекин канашӗн  Хисеплӗ дипломне тивӗçнӗ
    Чăваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова (литературăри  псевдонимӗ Ольга Васильева) нумай пулмасть Халăхсен хушшинчи ача-пăча кӗнекин канашӗн «Огромный мир сквозь призму детских книг» ятпа иртнӗ 37-мӗш Пӗтӗм тӗнчери конгресне хутшăннă. Вăл Мускавра сентябрӗн 10-12-мӗшӗсенче иртнӗ. Конгреса хутшăнакансем валли йӗркелӳçӗсем пуян программа хатӗрленӗ: ача-пăча вулавне тӗрев парассипе IBBY ASAHI тата iREAD чи лайăх проектсем хатӗрлекенсене премисем, IBBY Хисеплӗ списокӗн дипломӗсене пачӗç, Х.К.Андерсенăн Ылтăн медалӗн лауреачӗсене наградăларӗç. Кăçалхи мероприятин тӗп тӗллевӗ пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси, вулавпа ача-пăча литературине аталантарас тӗлӗшпе çӗнӗ проектсем хатӗрлесси, тăван чӗлхене сыхласа хăварса аталантарасси, чи лайăх кăларăмсен авторӗсене тата промоутерсене хавхалантарасси пулчӗ.
    214
    0
    0
  • 27 сентября 2021 - 12:57
    Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзне ертсе пыма Ирина Трифонована суйларӗç
    Сентябрӗн 24-мӗшӗнче Хусанти халăхсен Туслăх Çуртӗнче ЧНКА çумӗнчи Тутарстанри чăваш çыравçисен союзӗн V съезчӗ тата Владимир Кашкаровăн СССР Геройӗ Семен Коновалов çинчен çырнă «Танго над пропастью» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ. Унта Тутарстанри çыравçăсемпе районсенчи ЧНКЦ председателӗсемсӗр пуçне Шупашкартан килнӗ хăнасем те хутшăнчӗç. Çавсен шутӗнче «Тăван Атăл» журналăн тӗп редакторӗ, паллă писатель Арсений Тарасов, Чăваш наци радиовӗн ӗçченӗ Александр Вражкин тата ыттисем пулчӗç.
    378
    0
    0
  • 27 сентября 2021 - 10:14
    Тутарстана ӑшӑ кунсем таврӑнаҫҫӗ
    Ҫӗршывӑн хӑш-пӗр регионӗсенче юр ҫуса лартнӑ, Хусана вара ылтӑн кӗркунне таврӑнма пултарать.
    217
    0
    0
Реклама