Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Спектакльсене нумай ҫын курма пултарчӗ

Константин Иванов ячӗпе хисепленсе тăракан Чӑваш патшалӑх академипе драма театрӗн спектаклӗсене ҫак кунсенче хусансемпе пӗрле аксусем, нурлатсем тата ҫӗпрелсем курма пултарчӗҫ. Теччӗсем те курмаллаччӗ те, анчах коронавирус лару-тӑрӑвӗ япӑхланнипе унти спектакле васкавлӑ майпа Ҫарӑмсан районне куҫарма тиврӗ.

 Юрать-ха вырӑнти чӑваш культура центрӗсем тата администрацисем ҫынсене хӑвӑрт пуҫтарма пултарчӗҫ. Унсӑрӑн гастроле вӑхӑтсӑр вӗҫлеме тиветчӗ.

Капла "Театр сезонӗсем" проект Тутарстанра ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланчӗ тесе калама пулать. Хусанта Ухсай Яккӑвӗн "Шуйттан чурине" кӑтартрӗҫ, районсенче  Владислав Николаевӑн "Чуххӑм Ванька авланать" комедине.
Тавтапуҫ Тутарстан Президентне театр уявӗ туса панӑшӑн!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев