Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш çыравçи Халăхсен хушшинчи ача-пăча кӗнекин канашӗн  Хисеплӗ дипломне тивӗçнӗ

Чăваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова (литературăри  псевдонимӗ Ольга Васильева) нумай пулмасть Халăхсен хушшинчи ача-пăча кӗнекин канашӗн «Огромный мир сквозь призму детских книг» ятпа иртнӗ 37-мӗш Пӗтӗм тӗнчери конгресне хутшăннă. Вăл Мускавра сентябрӗн 10-12-мӗшӗсенче иртнӗ. Конгреса хутшăнакансем валли йӗркелӳçӗсем пуян программа хатӗрленӗ: ача-пăча вулавне тӗрев парассипе IBBY ASAHI тата iREAD чи лайăх проектсем хатӗрлекенсене премисем, IBBY Хисеплӗ списокӗн дипломӗсене пачӗç, Х.К.Андерсенăн Ылтăн медалӗн лауреачӗсене наградăларӗç. Кăçалхи мероприятин тӗп тӗллевӗ пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси, вулавпа ача-пăча литературине аталантарас тӗлӗшпе çӗнӗ проектсем хатӗрлесси, тăван чӗлхене сыхласа хăварса аталантарасси, чи лайăх кăларăмсен авторӗсене тата промоутерсене хавхалантарасси пулчӗ.

Палăртса хăвармалла: IBBY Хисеплӗ дипломне кăçал чăваш çыравçи Ольга Васильева та  илме тивӗçрӗ. Акă мӗн каларӗ наци секцийӗн ертӳçи Людмила Чижова: «Халăхсен хушшинчи ача-пăча кӗнекин канашӗ (IBBY) кашни икӗ çулта ача-пăча çыравçисене, ӳнерçӗ-иллюстраторсене, куçаруçăсене ача-пăча литературин тӗнчин престижлă наградипе  – IBBY Хисеплӗ дипломӗпе – чыслать. Кашни çӗршывăн наци секцийӗ кашни номинацирех пӗр çынна палăртать. Анчах та пирӗн çӗршывра Раççей халăхӗсен чӗлхисемпе те кӗнекесем тухаççӗ вӗт-ха, çавăнпа та Раççей секцийӗ икӗ çыравçа награда илме тăратать. Хальхинче эпир чăваш çыравçине суйларăмăр. Малтан çыравçăсен пултарулăхӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе, вӗсен ӗçне çынсем еплерех хакланипе паллашрăмăр, унтан кандидатсене палăртрăмăр. Вӗсем нумайăнччӗ. Комисси пӗрне суйласа илчӗ. Вăл – Ольга Васильева. Ольга пире перспективлă автор пек туйăнчӗ».
Сентябрӗн 11-12-мӗшӗсенче Раççей патшалăх ача-пăча библиотекинче IBBY секцийӗсем ӗçлерӗç. Ольга Васильева «Этнокультура тата мультилингвальлӗх. Наци чӗлхисемпе тухакан ача-пăча литератури» секцие хутшăнчӗ. Кунта хутшăнакансем полилингвизм условийӗсенче тăван чӗлхене кӗнекесем пулăшнипе мӗнле вӗренмеллине, наци чӗлхисемпе тухакан хальхи литературăри лару-тăрăва сӳтсе яврӗç. Ольга Леонидовна «Хальхи ача-пăча литературинчи этнос компоненчӗ» темăпа доклад турӗ: чăваш çыравçисем хускатакан темăсем пирки, чăваш чӗлхин хăйнеевӗрлӗхӗпе кӗвӗлӗхӗ çинчен каласа пачӗ. Кăçал пуçласа докладсене пилӗк чӗлхене – вырăсла, акăлчанла, испанла, арабла тата китайла – куçарчӗç.
Конгресс ӗçленӗ кунсенче унта 52 çӗршывран 200 ытла специалист доклад турӗ. Делегатсем 30 çӗршывран пуçтарăннăччӗ.
Ольга Васильева Мускавран питӗ çӗкленӳллӗ кăмăлпа таврăннă, нумай çӗннине пӗлнӗ. Кун пирки вăл пирӗн хаçат валли тӗплӗнрех статья çырса яма шантарчӗ.
Хамăр корр.
О.Федорован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Ольга Васильевăна (сулахайра) чысланă самант.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев