Тутарстана ӑшӑ кунсем таврӑнаҫҫӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстана ӑшӑ кунсем таврӑнаҫҫӗ

Ҫӗршывӑн хӑш-пӗр регионӗсенче юр ҫуса лартнӑ, Хусана вара ылтӑн кӗркунне таврӑнма пултарать.

Ҫакӑн ҫинчен Хусан федераллӑ университетӑн профессорӗ Юрий Переведенцев пӗлтернӗ.

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрне варринчен Тутарстана "карчӑк ӑшши" килме пултарать. Вӑл кая юлнӑскер, паллах, тата ытла ӑшӑ та пулмасть. Ҫапах ҫумӑрсӑр хӗвеллӗ ҫанталӑк 4-5 куна тӑсӑлмалла.
Хальхи вӑхӑтра сывлӑш температури +8,+12 градус тӑрать, каҫхи вӑхӑтсенче сивӗрех. Ҫапах кӗрхи ӑшӑ кунсем пирӗн регионпа сывпуллашман-ха.


Нет комментариев