Татьяна Петровна ИВАНОВА 60 çул тултарчӗ
Тӗп хыпар

Татьяна Петровна ИВАНОВА 60 çул тултарчӗ

Сан сывлăху тӗреклӗ пултăр, Çăлкуç пек тăтăр вăл тапса. Телей хӗвелӗ саншăн çунтăр – Çапла калатпăр ыр сунса.

Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Татьяна Петровна ИВАНОВА сентябрӗн 23-мӗшӗнче 60 çул тултарчӗ. Хаклă çыннăмăра сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хӗвел пек ырă кăмăл, инçет çул евӗр вăрăм ӗмӗр, чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, куç тулли телей, тус-тăвансемпе шăкăлтатса пурăнма çутă ăраскал сунатпăр.

Мăшăрӗ, ачисем, кӗрӳшӗпе кинӗсем тата мăнукӗсем.


Нет комментариев