Новости за 15 ноября 2021
-
15 ноября 2021 - 20:57Лаша ӗҫки йӗркелекенсене 4 пин евро штраф ҫырса панӑРумынири Кэлэреш уесӗнчи 8 арҫын ӗҫкӗ-ҫикӗ йӗркеленӗ, эрех-сӑрапа, халӑх юррисемпе. Анчах темшӗн хаклӑ хӑна вырӑнӗнче вӗсен лаша пулнӑ
-
15 ноября 2021 - 16:48Паян Тутарстанра «Çамрăк профессионалсем» чемпионатăн регионти тапхăрӗ пуçланнăУнта 1803 конкурсант хутшăнать. Çав шутра 1084 çын WorldSkills компетенцийӗсемпе, 719-шӗ JuniorSkills компетенцийӗсемпе. Çакăн çинчен журналистсене ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтернӗ
-
15 ноября 2021 - 16:31Тутарстанра 9 класс пӗтернӗ ачасенчен 60 проценчӗ малалла колледжсемпе техникумсем суйласа илетКу шухăша журналистсемпе тӗлпулсан ТР Профессионаллă компетенцисене аталантаракан центрăн генеральнăй директорӗ Эмиль Губайдуллин каланă.
-
15 ноября 2021 - 11:22Ытти ҫӗршывсенче ачасене те ковидран прививка тӑваҫҫӗПандемине ҫӗнтерес тесен ҫул ҫитмен ачасене вакцинацилесси ҫинчен шухӑшламалла тесе шутлать ТР сывлӑх сыхлавӗн экс-министрӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Айрат Фаррахов
-
15 ноября 2021 - 09:08Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ Владимир Путинран Ешӗлвара "Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули" ята пама ыйтнӑ"Хулара пурӑнакансем 1941-1945 ҫулсенче иртнӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ пултӑр тесе пысӑк хулӑм кӗртнӗ. Вӗсем хӑйсене хӗрхенмесӗр промышленность предприятийӗсенче ҫар тата граждан продукцине кӑларса массӑллӑ паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Ешӗлвар пӗлтӗрӗшлӗ тыл центрӗ пулса тӑнӑ", – тесе ҫырнӑ патшалӑх ертӳҫи патне янӑ ходатайствора.