Сувар

Чăваш кукамайшăн сасăла!

80-ри Раиса Квакова «Нечкэбил» республика конкурсӗнче. Ăнăçу сана, асанне-кукамай!

Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗнче пурăнакан, вашават кукамай-асанне, ача амăшӗ-героиня Раиса Кузьминична КВАКОВА 80 çул тултарать пулсан та пӗрре те ахаль тăмасть. Çулталăк пуçламăшӗнче вăл «Çулталăк хӗрарăмӗ – 2018» Кама леш енчи районсен зонăри тапхăрӗнче «Хӗрарăм-анне» номинацире çӗнтернӗччӗ. 35 конкурсантран чи асличчӗ ун чух вăл. Савăнса пӗлтеретпӗр, 10 ача амăшӗ каллех конкурса хутшăнать. Хальхинче хăй вăйне республикăн «Нечкэбил» аннелӗхпе çемье конкурсӗнче тӗрӗслесшӗн. Чăваш кукамай-асаннене РАИСА КУЗЬМИНИЧНА КВАКОВАНА çӗнтерме пиртен кашни пулăшма пултарать. Хальхи вăхăтра интернет-сасăлав пырать. Августăн 30-мӗшӗччен http://nechkebil.ru/participants ссылкăпа кӗрсе сасăламалла. Чăвашсем эпир миçен пулнине кăтартар-и? Эппин, 10 ача амăшӗшӗн сасăлар! (И. Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: