Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов 2021 çула тăван чӗлхе тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ тесе палăртрӗ

ТР Президенчӗ хăй Посланийӗнче палăртнă тăрăх, чи кирли вăл – республикăра пурăнакансен пурнăçне пур енӗпе те меллӗ те хăтлă тăвасси. Ӗçлекенӗн ӗç укçи тивӗçлӗ, çамрăксене аталанма тата ӳсме майсем, ватăсен пурнăçӗ хăтлă, вӗренме, сывлăха сиплеме кашнин пӗр пек май пулмалла, çемье хаклăхӗсем тӗп вырăнта тăмалла.

 

Сентябрӗн 24-мӗшӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ТР Патшалăх Канашӗн VI пухăвӗн депутачӗсем патне çулленхи Чӗнсе каланипе тухрӗ. Мероприяти С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче иртрӗ, ăна парламент пуçлăхӗ Фарид Мухаметшин ертсе пычӗ.

Церемоние ТР Патшалăх Канашçи М.Шаймиев, ТР Премьер-министрӗ А.Песошин, ТР Правительствин, РФ Федераллă Пухăвӗн Федераци Канашӗн пайташӗсем, Патшалăх Думин депутачӗсем, суд органӗсен, РФ Тутарстанри патшалăх управленийӗн органӗсен, муниципаллă йӗркеленӳсен ӗçтăвком ертӳçисем, обществăлла организацисен представителӗсем, промышленность, транспорт, строительство предприятийӗсен, банк, агропромышленность комплексӗсен, пӗчӗк тата вăтам бизнес, вӗрентӳ, сывлăх сыхлав, наука учрежденийӗсен, тӗн конфессийӗсен представителӗсем, творчествăлла интеллигенци тата ыттисем хутшăнчӗç. Власть тата тӗрлӗ организаци представителӗсемсӗр пуçне залра ахаль çынсем те йышлăччӗ. Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсенчен пуçласа шкул олимпиадинче çӗнтернӗ ачасем таран. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Чӗнсе каланине вуланă май вӗсемпе пуринпе те паллаштарса пычӗ. Çавсем хушшинче ӗçре пысăк çитӗнӳ тунă доярка та, механизатор та, волонтер та, вӗрентекенпе тухтăр, строитель тата ытти професси çыннисем пурччӗ. Нумай ачаллă çемьесемпе сывлăхпа çирӗпех мар çынсене те манса хăварман.

Рустам Минниханов хăй сăмахӗнче республикăн обществăлла политикăпа экономика лару-тăрăвӗн тӗп саманчӗсене, инновацисен, промышленность производствин, агропромышленность секторӗн, вӗрентӳпе сывлăх сыхлав, культурăпа спорт, транспортпа строительство сферисене пырса тивекен ыйтусене палăртса хăварчӗ.  

Рустам Минниханов çитес 2021 çула Тăван чӗлхепе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ тесе палăртрӗ. Çакна залра ларакан халăх хыттăн алă çупса йышăнчӗ. Пӗтӗм Раççейри халăх çыравне те республика ертӳçи çитес çулри тӗп ӗçсен шутне кӗртрӗ.

ТР Президенчӗ хăй Посланийӗнче палăртнă тăрăх, чи кирли вăл – республикăра пурăнакансен пурнăçне пур енӗпе те меллӗ те хăтлă тăвасси. Ӗçлекенӗн ӗç укçи тивӗçлӗ, çамрăксене аталанма тата ӳсме майсем, ватăсен пурнăçӗ хăтлă, вӗренме, сывлăха сиплеме кашнин пӗр пек май пулмалла, çемье хаклăхӗсем тӗп вырăнта тăмалла.

Пӗр сăмахпа, кашни сферăра, отрасльте пуçарнă ӗçсене нацпроектсен хӳттинче малалла тăсмалла, республика экономикине çирӗплетес тӗллевпе промышленность производствинче эффективлă мелсем шырамалла. «Власть органӗсен ӗçӗ халăх умӗнче уçă та тӳрӗ пулмалла. Çынсем пиртен çавна кӗтеççӗ», – терӗ Рустам Минниханов хăй сăмахне вӗçлесе.

Сăнӳкерчӗксем prezident.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев