Калем
-
16 ноября 2020 - 14:40Елена Нарпи: «Литература маншăн – чун уççи»Паян пирӗн редакци хăни – Елен Нарпи паллă прозаик. Вăл малтанхи статйисемпе калавӗсене шкулта вӗреннӗ чухнех «Тантăш» хаçатпа «Хатӗр пул» журналта пичетленӗ. Калавӗсемпе повеçӗсем «Ялав», «Тăван Атăл», «Пике» журналсенче те кун çути курнă. Ачасемпе çамрăксем валли çыравçă «Çумламан йăран» (2007), «Салтак тӳмипе Тал пиçен» (2012), «Пăрлă шыври хӗвел пайăрки» (2014), «Хӗл лариччен» (2019) кӗнекесем кăларнă.
-
10 октября 2020 - 05:37Мӗн вăл сирӗншӗн литература?Ҫамрӑк ҫыравҫӑсемпе блиц-интервью: ЕКАТЕРИНА КОШЕЛЕВА ТАТА ОЛЕСЯ МИХАЙЛОВА
-
24 июля 2020 - 14:22КУРОВРАН ПЕТУХОВ ПУЛСА ТĂНИКăнтăрларан хайхи мана сельпона чуптарчӗ. 4 тенкӗ те 10 пус парса янă пек астăватăп. Кайран «çуттине» сейфа хумасăрах сыпкалама пуçларӗ Куров капитан
-
22 мая 2020 - 13:08Шăматкун каçпа редакцие вăл сăвă ярса пачӗ, тепӗр кун вăл ӗмӗрлӗхех куç хупнине пӗлтӗмӗрТăхăрьял тăрăхӗн паллă сăвăçи, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗпе «Сувар» хаçат çумӗнчи «Сунтал» литпӗрлешӳ пайташӗ, Раççей Федерацийӗн Писательсен союзӗн, Чăваш профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ, вун пилӗк кӗнеке авторӗ Николай Михайлович ДВОРОВ-ШЕМЕКСЕМ вăхăтсăр вилсе кайнă пирки унăн тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе пӗрле чӗререн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. Николай Михайловичăн çутă сăнарӗ яланах пирӗн чӗресенче упранӗ.ТР Чăваш наципе культура автономийӗ, ТР ЧНКА çумӗнчиЧăваш çыравçисен союзӗ,Пăва районӗнчи ЧНКЦ,«Сувар» хаçат коллективӗ.
-
24 апреля 2020 - 11:27САМОЛЕТСЕНЕ МОТОР САССИНЧЕНЕХ ПАЛЛАНĂ1943 çулхи çӗртме уйăхӗнчен пуçласа Минзифа аслă разведчик, ефрейтор. Вăл самолетсене моторӗ сассинчен, кӳлепинчен камăн пулнине тӳрех тавçăрса вăхăтра штаба пӗлтернӗ.
-
4 апреля 2020 - 14:27АНАТОЛИЙ ХМЫТ ПОВЕÇӖСЕНЧИ АФГАН ВĂРÇИН ӲКЕРЧӖКӖСЕМЧăваш илемлӗ литературинче вăрçă теми нихăçан та иккӗмӗш вырăнта пулман. Вăрçă теми 20-мӗш ӗмӗрӗн 2 çурринче палăрмаллах вăйлă аталаннă. Хальхи вăхăтра та çак темăна писателсем алран ямаççӗ, апла пулин те асăннă тема пурнăç, самана улшăнса пынă май хăй анлăшне улăштарса пырать. Паян литературăра Аслă вăрçăн ӳкерчӗкне çеç мар, мирлӗ вăхăтра пулса иртнӗ вăрçăсен синкерлӗ пулăмӗсене те çутатасси вăй илчӗ. Ку вăл – Афганистан тата Кавказ тăрăхӗнчи хирӗçӳсен ахрăмӗ. Паян Афган тата Чечен вăрçисен хăш-пӗр саманчӗсемпе хăйнеевӗрлӗхсене тишкерӳллӗ, тӗпчевлӗ куçпа хакласа тишкермелли вăхăт çитнӗ тесен те йăнăш пулмасть.
-
12 сентября 2019 - 10:38Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласаКомпьютерпа чăвашла пичетленӗ хайлавсене 2019 çулхи чӳк (ноябрь) уйăхӗн 1-мӗшӗччен «Литература конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççӗ: 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамӗ, 10 çурт, Чăваш наци конгресӗ. Телефон: (8352) 62-35-61. Электронлă почта: congress21@mail
-
3 апреля 2019 - 12:01Викторинăна хутшăнар-и?Чăваш наци конгресӗн Вӗрентӳ комитечӗ, Йӗпреç районӗнчи уйрăмӗ тата «Тантăш» хаçат чăваш халăх поэчӗ Çемен Элкер çуралнăранпа çу уйăхӗн 1-мӗшӗнче 125 çул çитнӗ май «Ушкăн çăлтăрăн асли» викторина пуçараççӗ
-
20 февраля 2019 - 14:00«ЭПӖ ПӖЧӖКÇӖ ЧĂВАШ» ВИДЕОКОНКУРСВидеоконкурс нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланса ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. Каярах юлса янă ӗçсене йышăнмаççӗ, пăхса та тухмаççӗ.
-
15 февраля 2019 - 14:51«СУВАР» МАН АСРА:Хаçат эрнере пӗрре тухать. Корректорăн ӗçӗсем эрне варрин-че çеç тытăнаççӗ. Çавăнпах тӳрех пичетлекен машинка сӗтелӗ хушшине лартăм. Кăткăс ӗç, пӳрнесем хăнăхиччен аванах тертлен-ме тӳр килчӗ. Каярах профессиллӗ машинистка пекех шăкăлтаттарма пуçларăм...
-
13 февраля 2019 - 12:24РЕДАКЦИ МАН АСРА:Пӗрремӗш курсра вӗренекенсене, пире, пӗр-пӗр хаçатăн паспортне тума хушнăччӗ. Эп «Суварăнне» тăвас терӗм, Хусана çитрӗм. Ун чух редакци «Идел-Пресăн» 12-мӗш хутӗнчеччӗ, пурте пӗр пысăк пїлӗмре ларатчӗç суварçăсем. Ку вăхăтра Шупашкарти ытти чăвашла хаçат-журналсен редакцийӗсенче те нумайăшӗнче пулнăччӗ-ха, анчах та Хусанти «Сувар» редакцийӗ тăванран та тăванрах пек туйăннăччӗ. Мӗн калăн – хамăрăн вӗт!
-
12 февраля 2019 - 15:46РЕДАКЦИ МАН АСРА:Пӗр хӗвеллӗ кун университетра манран аслăрах курсра вӗренекен чăваш хӗрӗсемпе пӗрле редакцине ертсе кӗчӗ.Чистопольски урамне куçнă ун чух редакци, 5-мӗш çуртра икӗ пӳлӗм йышăнать, пӗринче редакторпа секретарь тата бухгалтер, тепринче 7-8 çын кӗрлесе лараççӗ. Хытă кӗрлекенни унта электронлă пичет машинки кăна пулнă-тăр та, пӳлӗме пырса кӗрсен çав шав асра.
-
7 января 2019 - 16:22Белорус хӗрӗпе чăваш каччи вăрçăра паллашнăÇапăçу лăпланнă. Апла пулин те Иванпа санинструктор хамăр енне кайма пултараймаççӗ. Вӗсене пулăшу кирлӗ. Çапăçу чарăннипе усă курса нимӗçсем хальччен курман Т-34 танка хăйсем патне сӗтӗрсе кайма шутлаççӗ пулмалла. Т-34 танкăн вăрттăнлăхне пӗлесшӗн. Пирӗннисем те тăшманăн шухăшне ăнкараççӗ. Иван танкӗ патне пыракан нимӗçсен тимӗр утне пирӗннисем снаряд ярса çапса аркатаççӗ. Танк çунма пуçласан унти нимӗçсем тарса хăтăлма пăхаççӗ. Вӗсене Иван автоматран персе ӳкерет.