Ҫанталӑк ҫинчен
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫанталӑк ҫинчен

Тутарстанри синоптиксем сивӗ 32 градуса ҫитет тесе асӑрхаттараҫҫӗ

Мартӑн 11-мӗшӗнче республикӑра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать. Ҫӗрле юр ҫумасть, ирхине тата кӑнтӑрла ҫуса илме пултарать. Ирпе тата каҫпа выранӗ-вырӑнӗпе тӗтре пусать. Ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмалла.

Вӑйсӑр ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрет, кӑнтӑрла тӗлнелле вӑл кӑштах вӑйланӗ. Ҫул ҫинче пӑрлак пулать.

Сывлӑш температури ҫӗрлехи тата ирхи сехетсенче -22,-27 градус пулать. Выранӗ-вырӑнӗпе -25, -27 градуса ҫитет. Уяртсан -32 градус пулать. Хусанта – -25, -28 градус. 

Кӑнтӑрла сывлӑш температури -11,-16 градуса ҫити ӑшӑтать.

 


Нет комментариев