Апасра çирӗм çын чирленӗ
Теччӗпе Çӗпрелӗнче хальлӗхе шăп
Коронавируспа чирлисен шучӗ кунсерен хушăнса пырать. Паян Раççейре 10028 çынра тупнă çак чире, вӗсенчен Тутарстанра – 87. Виçӗ çын республика тулашӗнчен илсе килнӗ вируса, ыттисем – кунти çынсенчен ертнисем. 31 çынна пульницана вырттарнă. 56-шӗн симптомсăр форма, вӗсем килӗсенче сипленеççӗ.
Çӗнӗ чирлисенчен 43-шӗ Хусанта пурăнаççӗ, Çырчаллинчен хальхинче 1 кăна. Анчах та Апасри пульницана та карантина хупма тивнӗ, унта 20 çынра тупнă вируса. Пăвара 1 çынра кăна тупнă, Ешӗлварта – 5, Çӳльту районӗнче – 3, Камскоустьинский районӗнче – 1. Теччӗпе Çӗпрелӗнче хальлӗхе шăп.
Балтасипе Кукморта пӗрер çын чирленӗ, Лайăшра 2, Анат Камăра вара 9 çынра тупнă вируса.
Çапла, майăн 13-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра COVID-19 чире 1919 çынра тупнă. Пӗтӗмпе хальлӗхе 740 çын сывалнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев