«Аслă Атăл çулӗ» пассажирсен шутне ӳстерет
Тутарстанра шыв-шурпа çӳрекен пассажирсен шучӗ çулталăкне 180 пине çитессе кӗтеççӗ.
«Аслă Атăл çулӗ» Федерацин Атăлçи округӗнчи ӗлӗкхи Пурçăн çулӗпе иртекен туризм маршручӗн проекчӗ пурнăçлансан Тутарстанра шыв-шурпа çӳрекен пассажирсен шучӗ çулталăкне 180 пине çитессе шанать РФ Транспорт министрӗн çумӗ Александр Пошивай. Çапла пӗлтерет «Татар-информ» ИА ТР Транспорт министрествин пресс-службин хыпарӗ çине таянса. Чиновник сăмахӗпе, Тутарстан, Чăваш Енпе Чулхула облаçӗ маршрут çине каякан вăхăт автобуспа, поезда кайни чухлех, хăш чух сахалрах та.
Пассажирсенчен 75 проценчӗ Атăл тăрăх курса çӳрес шутпа шыв-шурпа каять. Мускавра иртнӗ «Транспорт эрни» конференцире шыв-шурпа пассажирсене турттарас хака, самолетпа турттарассинчи пекех, патшалăх субсидилесе саплаштармалли майсене пăхса тухнă.
– Ку программа халăх килӗштерекен шыв-шур маршручӗсене аталантарса автоçулсене кăштах пушатма тата канмалли кунсенчи туризма аталанма май парать, – тенӗ ТР Транспорт министрӗ Ф.Ханифов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев