Çӗнӗ Аксура Тăнтти Виттин кӗнекине хăтларӗç
Тăнтти Витти (Виктор Артемьев) – Чăваш ӳнерçисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ, икӗ кӗнеке авторӗ. Унăн «Чăваш тымарӗ» çӗнӗ кӗнеки Шупашкарта тухни çинчен «Суварта» пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть автор Аксу районӗнчи Çӗнӗ Аксура, тăван тăрăхӗнче, çӗнӗ кăларăмăн хăтлавне ирттерчӗ.
Чаплă мероприятие Çӗнӗ Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Макаров, Культура çурчӗпе библиотека ӗçченӗсем Елена Охотниковăпа Татьяна Шакурова йӗркелесе ертсе пычӗç. Автор çинчен ытларах унăн çыравçă-ентешӗсем – Лениногорск хулинче пурăнакан Валерий Туктар сăвăçпа Самар облаçӗнчи Тольятти хулинче пурăнакан Владимир Левуков каласа пачӗç.
Кӗнеке хăтлавне Аксу, Çӗнӗ Аксу, Кивӗ Тимушкел ялӗсенчен, Федоровски поселокӗнчен ентешсем, ял-йыш, хурăнташсем, юлташсем, пӗлӗшсем хутшăнчӗç. Тăнтти Виттин пултарулăхне пысăк хак пачӗç, ырă сăмахсем нумай каласа хавхалантарчӗç. Вӗсем хушшинче – ялти хастарсем Раиса Горбуновăпа Елена Мулеева, Аксури ача-пăча библиотекин ертӳçи Анна Артемьева, Кивӗ Тимушкел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Полина Мулеева тата ыттисем.
Çавăн пекех Виктор Артемьева Галина мăшăрӗ, хӗрӗсем Аленăпа Надежда, кӗрӳшӗсем Сергейпе Алексей, мăнукӗсем София, Ваня тата Алиса саламларӗç.
Мероприятие вырăнти юрăçсем – Кивӗ Ӳселӗнчи Елена Айдова, Çӗнӗ Тимушкелӗнчи Любовь Леонтьева юрăсем шăрантарса илемлетрӗç.
Тимӗр АКТАШ.
А.Исакова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев