Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Упири пионерсен дружини Олег Кошевой ячӗпе хисепленсе тăнă

Майӑн 19-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче, пионерсен организацийĕн пĕлтерĕшĕ, ӑнлавĕ пирки​ Çĕнĕ Упи тĕп шкулĕнче вӗренекенсемпе «Хатĕр пул!» музейри урок иртрĕ. Ăна В.И.Ленин ячӗллӗ пионерсен организацийӗ йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ.

Пионерсен организацине 1922 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗнче РКСМӑн Пӗтӗм Раҫҫейри II конференцинйĕн решенийĕпе "Ачасен юхӑмӗ" резолюцие йышӑннӑ. Çапла майӑн 19-мӗшӗ историе пионерсен кунӗ пек кӗрсе юлнă. Совет Союзӗ мӗн арканиччен ачасем валли «Пионерская правда» хаҫат тухса тӑнӑ.

​Кашни ҫул апрелĕн 22-мĕшĕнче В.И.Ленин ҫуралнӑ кун шкулсенчи линейкăсенче 9-14 ҫулти ачасене​ пионерсен йышне кĕртнĕ. Пионерсен атрибучĕ - хĕрлĕ галстук, ​пионер значокĕ пулнӑ. Вӗсем пионерсен гимнне юрланӑ. Кашни вĕренекен ача пионер ретне тӑнӑ чухне, пӑхмасӑр «Тӑван ҫĕршыва юратма, упрама, В.Ленин халалласа хӑварнӑ пек пурӑнма, пионерсен саккунĕсене пурнӑçлама сӑмах паратӑп» тенĕ.

Çак тĕлпулӑва Çĕне Упири тĕп шкулта 1980-мĕш ҫулсен вĕҫĕнче пионервожатӑй пулса ĕҫленĕ И.Павлована чĕннĕччĕ.

Ял шкулӗнчи пионерсен дружини​ Олег Кошевой ячĕпе хисепленсе тӑнӑ. Шкулта пурĕ 10 отряд шутланнӑ. Кашнийĕ палӑртнă планпа ӗҫленӗ. Çамрӑк тимуровецсен ушкӑнĕ пулнӑ, отрядсем ватӑ ҫынсене пулӑшнӑ. Ҫаплах тимӗр-тӑмӑрпа, макулатура пухнӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. Чĕмпер, Волгоград хулисене экускурсие кайса курасси – кашни пионерăн ĕмĕтӗнчи тĕллевĕ пулнӑ. Хальхи пек пурте ҫитсе килеймен. Колхозра чĕкĕнтĕр анисене ҫум курӑкран тасатнӑ. Кĕркунне ҫĕр улмине пухма ҫӳренĕ. Ӗҫлесе илнĕ укҫипе кашни пионер «Пионерская правда», «Пионер сасси» хаҫатсене, «Хатӗр пул» журнала ҫырӑнса илнĕ. Спорт ӑмӑртӑвĕсене те хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ҫенĕ Упири шкул яланах малтисен ретĕнче пулнӑ, пионери тивĕҫĕсене чыслăн пурнӑҫланӑ. Вӑл вӑхӑтрине аса илмелли нумай пулчĕ. Ачасем тимлĕн итлесе ларчĕҫ.

​Паян та пионерсен пилӗк законне аслисем астӑваҫҫĕ: тӳрӗ кӑмӑл, чыс, пултарулӑх ӳсӗмӗ, ырӑлăх, октябреноксене шефа илни, класра вӗренекен юлса пыракан ачасене вӗренӳре пулӑшасси.

Пионерсен горнӗ, параппансем тӑнкӑртатни, чӑн-чӑн пионер вăхăтӗнчи ҫулсене аса илтерчĕ. Малашне те ҫитĕнекен ӑру Тӑван ҫĕршывӑн чӑн патриочĕсем пулса ҫитĕнессе шанас килет. Малашлӑх вĕсенче-ҫке!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Терес хытланатар !Эпе 1956 сулра Сене Уби школенче 7 класс петертем . Пирен пионервожатая Муллина Мария Николаевна.кача тухна хысан Герасимова .Дружина командире Карсаков Василий Иванович-заслуженный геолог пулче кайран. Хале Караганда хулинче пуранать