Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗçре яланах малта пулнă

Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче пурăнакан Лия Ивановна Шурыгина çак кунсенче 90 çул тултарчӗ.

Ялти хисеплӗ ватта сумлă юбилейпе саламлама районтан Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç управленийӗн пуçлăхӗ Борис Соломонов килсе çитнӗ. Вăл юбиляра ырă-ырă сăмахсем каласа менелник ячӗпе ăшшăн саламларӗ, ӗмӗр тăршшӗпе район аталанăвӗшӗн ырми-канми тăрăшнăшăн чӗререн тав турӗ, тата нумай-нумай çул сывлăхпа пурăнма сунчӗ. Борис Анатольевич çавăн пекех Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин А.М.Мингуловăн саламне те вуларӗ, Лия Ивановнăна юбилей ячӗпе парне тата чечек çыххи пачӗ. Юбиляра çавăн пекех Емелькино ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Нина Михайлова та чунтан саламларӗ.

Хăйӗн юбилейне Лия аппа мăшăрӗпе, 90 çул урлă каçнă Александр Сергеевичпа пӗрле кӗтсе илчӗ. Çулне кура мар иккӗшӗ те халӗ ахаль ларма юратмаççӗ-ха вӗсем, кил хуçалăхӗнчи ӗçсене пурнăçлаççӗ. Ватăсене хӗрӗ Галина пăхать, вăл, çамрăк чух хулара ӗçлесе пурăннăскер, тивӗçлӗ канăва тухсан ашшӗпе амăшне пăхма яла килнӗ. 

Лия Ивановнăн пурнăçӗ çăмăл пулман. Вăрçă вăхăтӗнче ачаллах ӗçленисене хальхи пек астăвать вăл. Ашшӗне 1942 çулта вăрçа илсе кайнă. Икӗ хутчен амансан киле янă. Лия çемьере асли пулнă, шкулта 6 класс пӗтерсен малалла вӗренме май пулман – колхозра ӗçленӗ. 15-ре чух вербовкăпа Архангельск облаçне вăрман касма кайнă, Куйбышев ГЭСне тунă çӗрте те вăй хума тивнӗ. Киле таврăнсан ялта та ӗçӗсем çăмăл пулман: вăкăр кӳлсе лавсем те турттарнă, конюхра та ӗçленӗ, сурăх ферминче те тăрăшнă, гектарӗ-гектарӗпе сахăр кăшманӗ çумланă, колхоз садӗнче те самаях тар тăкнă. Хуть мӗнле ӗçре те яланах малтисен ретӗнче пулнă Лия Шурыгина. Ӳсӗмлӗ ӗçлекенскере ахальтен мар ӗнтӗ 1974 çулта «Социализмла ăмăрту çӗнтерӳçи» медальпе наградăланă. Пӗвӗпе пӗчӗккӗ пулсан та Лия аппа нихăçан та йывăр ӗçрен хăраса тăман, арçынпа тан ӗçленӗ. 

– Пирӗн анне питӗ хастар, пӗр вырăнта ларма-тăма юратман çын. Тивӗçлӗ канăва тухсан та колхозра нумай ӗçлерӗ, – каласа парать Шурыгинсен хӗрӗ Галя. – Ӗçрен вара яланах лайăх кăмăл-туйăмпа таврăнатчӗ. 

Лия Ивановнăпа Александр Сергеевич 68 çул шăкăл-шăкăл калаçса пӗрле пурăнаççӗ. Çичӗ ача çуратса ӳстернӗ. Аслă ачисем хăйсем те тивӗçлӗ канура ӗнтӗ, кӗçӗнреххисем ӗçлеççӗ-ха. Ачисемпе мăнукӗсем час-часах килсе çӳреççӗ. Çавăн пек кăмăллă тӗлпулусене кӗтсе кăна тăраççӗ ватăсем – пӳрт-çурт тулли пулни телей вӗсемшӗн.

З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана юбилей