Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ÇУЛТАЛĂК ХӖРАРĂМӖ» КОНКУРС ÇӖНТЕРӲÇИСЕНЕ ПАЛĂРТРӖÇ

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умăн, мартăн 7-мӗшӗнче С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче «Çулталăк хӗрарăмӗ. Çулталăк арçынӗ: хӗрарăм куçӗпе» республика конкурсӗн 2022 çулти пӗтӗмлетӗвӗсене турӗç. Çулленхи уяв мероприятине Тутарстанăн кашни муниципаллă районăн пултаруллă хӗрарăмӗсем пуçтарăнаççӗ. Вӗсене саламлама патшалăх власть органӗсен представителӗсем, ведомствăсемпе организацисен ертӳçисем килеççӗ. «Хӗрарăм – анне», «Хӗрарăм – лидер», «Хӗрарăм – культура тата кăмăл-сипет» номинаци çӗнтерӳçисене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин саламларӗ. Вăлах Тутарстан Раисӗн Рустам Миннихановăн хӗрарăмсене халалланă саламлă сăмахӗсене вуласа пачӗ.

«Çак конкурс пулăшнипе эпир çулсерен тӗлӗнмелле хӗрарăмсемпе паллашатпăр, вӗсем пурте хăйсен ӗçӗнче тӗслӗхлӗ профессионалсем, тивӗçлӗ ывăл-хӗр çитӗнтерекен аннесем, юратнă мăшăрсем. Çак хӗрарăмсен республикăн шăпипе тачă çыхăннă пурнăçӗ Тутарстан экономикин, интеллектуаллă тата кăмăл-сипетпе культура аталанăвӗнче пысăк вырăн йышăнать. Хальхи кăткăс вăхăтра пирӗн хӗрарăмсем хăйсен мăшăрӗсемпе, пиччӗш-шăллӗсемпе, ашшӗсемпе тан Тăван Çӗршывăн тăнăçлăхӗшӗн кӗрешеççӗ. Сакăр вунă çул каялла  пирӗн аннесем, асанне-кукамайсем пекех  паян та хӗрарăмсем çирӗп тылпа тивӗçтерес тӗллевпе темӗн те тăваççӗ, Раççей пуласлăхӗшӗн малти ретре кӗрешекенсене çирӗп тӗрев параççӗ», – тенӗ ТР Раисӗ саламлă çырура.

«Хам пурнăçа эпӗ хӗрарăмсемсӗр шухăшлама та пултараймастăп, – шӳтлесе, анчах чунтан каларӗ Фарид Хайруллович лауреатсене саламласа. – Эсир лайăххисенчен те лайăххисем: ӗçре, килте, ачасене ӳстерессинче. Хăвăр та çакна пӗлсе пӗтерейместӗр пулӗ. Эсир çемье йăлисене упратăр, çакă нумай нациллӗ республикăра уйрăмах пӗлтерӗшлӗ», – терӗ парламент пуçлăхӗ.

«Çулталăк хӗрарăмӗ. Çулталăк арçынӗ: хӗрарăм куçӗпе» республика конкурсӗ Тутарстанра 20 çул ытла пурнăçланать. Кăçал йӗркелӳ  комитетне пурӗ 300 заявка килнӗ пулнă. Конкурс 10 номинаципе иртет: «Хӗрарăм – анне», «Хӗрарăм – лидер», «Хӗрарăм – культура тата кăмăл-сипет», «Хӗрарăм – ăсчах», «Манăн шăпа – манăн професси», «Хӗрарăм – бизнес-леди», «Виççӗмӗш çул ӳсӗмӗнчи Героиня», «Хӗрарăм – тӗслӗх» тата арçынсене халалланă «Çулталăк арçынӗ: хӗрарăм куçӗпе» конкурсăн  икӗ номинацийӗ – «Арçын – пархатарлă чӗре», «Арçын – лидер».

Пуринчен ытла заявкăсем «Хӗрарăм – анне» номинаципе килнӗ. Нумай ачаллă хӗрарăмсен шăпи кашнин тӗлӗнмелле. Çӗнтерӳçӗсен шутнӗ кӗнӗ Резеда Хамидуллина (Азнакай районӗ, Асеево ялӗ) пилӗк  ача амăшӗ, офицер арăмӗ. Упăшкипе аслă ывăлне ятарлă çар операцине ăсатнă хыççăн мăшăрӗ йӗркеленӗ пысăк фермер хуçалăхне хăй аллине илнӗ. Елена Терентьева (Заинск районӗ) ултă ача амăшӗ çар çыннисен арăмӗсене пӗрлештерсе фронта пулăшассипе ӗç йӗркелесе янă. Ытти номинацире палăрнисем те кун енӗпе ӗç илсе пыраççӗ.

Кашни номинацин çӗнтерӳçисем тивӗçлӗ те пултаруллă хӗрарăмсем, вӗсен çитӗнӗвӗсемпе пурнăçӗ чăннипех нумайăшӗшӗн тӗслӗх пулса тăрать. Конкурс лауреачӗсене çак кун Раççей Федарацийӗн Геройӗ, майор Иван Додосов, Тутарстан Патшалăх Канашӗн хӗрарăм-депутатсен «Мэрхэмэт – Милосердие» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Алсу Набиева, ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ильшат Аминов саламларӗç. Çӗнтерӳçӗсен хушшинче чăваш хӗрарăмӗсем те пурччӗ. Кивӗ Тимушкел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Полина Мулеева харăсах икӗ наградăна тивӗçрӗ: ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Тав çырăвне тата хӗрарăм-депутатсен «Мэрхэмэт – Милосердие» пӗрлешӗвӗн ятарлă парнине. Алсу Набиева хӗрарăмлăхпа илем символне – тутăра хăйех çыхса ячӗ. Саламлатпăр Полина Анатольевнăна! Ял хутлăхӗн пуçлăхӗнче виçӗ çул кăна ӗçлет пулин те ӗç кăтартăвӗсем пысăк унăн.

«Çулталăк арçынӗ: хӗрарăм куçӗпе» номинаци çӗнтерӳçисене тивӗçнӗ наградăсене ТР Обществăлла палатин председателӗ Зиля Валеева пачӗ. Зиля Рахимьяновна хут çине пӗрре пăхса илмесӗр кашнин шăпипе ӗçӗ çинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Çумра чăн-чăн арçынсем пулнă чух хӗрарăмсем хăйсене хӳтлӗхре туйнине палăртса хăварчӗ.

«Арçын – лидер» номинацин çӗнтерӳçисенчен пӗри ТР Премьер-министрӗн çумӗ Евгений Варакин пулчӗ. Шел пулин те хăй залра çукчӗ. Вăл ӗнтӗ çур çул ытла Лисичанскра ӗçлесе пурăнать. Вăрçă аркатнă хулан инфраструктурине çӗнӗрен çӗклессипе ӗçлет. Ыттисем – Йӗлтӗрпе трамплинран сикессипе федераци президенчӗ Энес Валеев, Теччӗ районӗнчи ача-пăча искусствăсен шкулӗн директорӗ Сергей Арцыбашев наградăсене сцена çине тухса илчӗç.

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата gossov.tatarstan.ru сайтран.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев