Элшел çынни Меркурий Харитонов Невски тупанӗнчи çапăçусене хутшăннă
ăваш Ен хаçачӗсем те, пирӗн «Сувар» та пӗлтӗр чăвашсем Невский пяточокра (эпӗ Невски тупанӗ тейӗттӗм) Ленинграда хӳтӗленӗ чăваш салтакӗсене халалланă стелăна уçни пирки çырчӗç. Паллах, палăка Чăваш Ен вăйӗпе вырнаçтарнăран, вăл республикăри районсен çыннисене çеç халалланă пек туйăнать. Çапах та Ленинград хулине ытти тăрăхсенчи çар комиссариачӗсенчен Хӗрлӗ Çар ретне илнӗ чăваш командирсемпе салтаксем те хӳтӗленӗ вӗт! Вулакансене çавăн пек салтак кун-çулӗпе паллаштарас тетӗп те.
Меркурий тетен асаилӗвне пиччӗшӗ çырса илнӗ
Вăл – Пăва районӗнчи Элшел ялӗн çынни Меркурий Матвеевич Харитонов. 1910 çулта вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Çемье пуçӗн Матвей Степановичăн арçын ачасем çеç пулнăран, ят çӗрӗ те чылай тивнӗ çав, çавăнпа виçӗ ачан ачаллах ӗç çумне çыпçăнма тивнӗ. Кун пирки Шупашкарта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн архивӗнче упранакан А.М.Харитонов хучӗсене вуласан пӗлтӗм. Журналист, юрист, таврапӗлӳçӗ Александр Матвеевич питӗ тирпейлӗ çын пулнă. Хăй тата ытти çывăх çыннисем çырнă хыпарсене пурне те пухса пынă. Хаклă хутсен йышӗнче шăллӗ, вăрçă ветеранӗ Меркурий Матвеевичăн асаилӗвӗ те тупăнчӗ. Ăна вырăсла çырнă. Питӗ интереслӗ. Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ салтак кун-çулӗ лайăх сăнарланнă. Эпӗ Меркурий тетене кăштах пӗлнӗ. Мăшăрӗпе Нина аппапа иккӗшех пурăнатчӗç. Ачисем пулман. Меркурий тете хаçат-журналпа çыхăну тытман, калаçăвӗ те кăштах тытăнчăклăрахчӗ. Асаилӗвне, каласа пынă тăрăх, хайӗнчен 4 çул аслăрах, çыру ӗçне лайăх пӗлнӗ, нумай вӗреннӗ тетӗшӗ – Александр Матвеевич çырнă ӗнтӗ. Вăл Элшел çыннисем пирки кӗнеке кăларма ӗмӗтленнӗ, çавăнпа текста пичет машинкипех çапса хатӗрленӗ. Акă çав асаилӳ.
Çынсен пурнăçне татакан вăрçă арманӗ
«Эпӗ Элшел ялӗнче колхоз ӗçӗнче тăрăшаттăм. 30-мӗш çулсен пуçламăшӗнче пирӗн кил-çурта пӗрлешӳллӗ хуçалăх тăшманӗсем çунтарса янăччӗ, çавăнпа çӗнӗ пӳрт тăвасах тесе чылай тăрăшма тиврӗ. Çывăх тăвансем – Александрпа Африкан – аслă шкулсенче вӗренсе тухсан тӗрлӗ çӗрте ӗçлетчӗç ӗнтӗ, çавăнпа эпӗ кил тӗпкӗчӗ пулса юлтăм. Пурнăç майӗпен çăмăллансах пычӗ, савăнса çеç тăрасчӗ те – вăрçă пуçланчӗ. Мана тата юлташсене – тăван Элшел ялӗнчи, Пăвапа Теччӗ районӗсенчи ялсенчи тантăшăмсене – фашистла Германи Совет Союзӗ çине сӗмсӗррӗн тапăнса кӗрсессӗнех Хӗрлӗ Çара мобилизацилерӗç. Эпӗ 486-мӗш стрелковăй полк салтакӗ пулса тăтăм.
… 1941 çулхи октябрӗн 2-мӗшӗнче пирӗн чаçе Ладога кӳллипе катерсемпе Ленинграда çитерчӗç. Уйăха яхăн «Гигант» кинотеатр çуртӗнче çапăçăва хатӗрлентӗмӗр. Октябрӗн 26-мӗшӗнче пире çуранах вăрман витӗр Ленинградран 50 çухрăмра вырнаçнă Дубровка еннелле илсе кайрӗç.
Октябрӗн 9-мӗшӗнче çӗрле 3 сехетре каç сӗмлӗхӗпе усă курса катерсемпе Нева шывӗн тепӗр çыранне – Невари Дубровка таврашне каçарчӗç. Кунта Неван сулахай çыранӗнче рабочисен поселокне хирӗçех пысăках мар плацдарм пурччӗ. Ăна «Нева тупанӗ» (Невский пятачок) тесе ят панăччӗ. Унта пирӗнччен те, пирӗн хыççăн та чăн-чăн тамăк пулнă. Фрицсем Дубровкăна иккӗмӗш Верден тенӗ-мӗн. Пирӗншӗн вăл чăн-чăн арман евӗрехчӗ – çынсен пурнăçне татакан вăрçă арманӗ.
Нимӗçсем Дубровка патӗнче вăрманти çирӗп блиндажсенче ларатчӗç. Вӗсем танкӗсене башня таран çӗр ăшне чавса хунăччӗ, çыран тăрăх траншейăсем чавса тухнăччӗ. Саккăрмӗш ГЭСăн çуртӗнче çирӗп ларатчӗç, каçă еннелле те, Невари пладцарм çине те пур хӗç-пăшалтан персе тăратчӗç. Çапла вӗсем виçӗ енчен вут-çулăм тăкатчӗç. Арбузово ялӗ пӗтӗмпех çунса кайрӗ. Каçсерен Дубровка ялӗ çунатчӗ. Тăшман артиллерийӗ ялсене аркатнине, вăрмана пӗтернине курма çăмăл марччӗ.
Нимӗçсен хӗç-пăшалӗ те, апат-çимӗçӗ те, çунтармалли-сӗрмелли те çителӗклехчӗ, пирӗн вара лару-тăру питӗ япăхчӗ.
Кунта кашни тăваткăл метршăн мар, кашни тăваткăл сантиметршăн çапăçу пыратчӗ. Снарядсемпе минăсенчен, автомат черечӗсенчен çӗр çунатчӗ, салтаксем хăйсен вырăнӗсене пăрахса каймастчӗç. Пӗр тăваткăл метр çине пӗр сехетре 15 пуля тăкăнатчӗ, 50 пине яхăн снаряд, мина тата бомба «тупан» çине тăкăнса çӗре сухалатчӗ...
Снаряд пӗр шăтăках темиçе те ӳкет иккен...
Уйрăмах çапăçусен хăш-пӗр саманчӗсем асра юлчӗç. Салтак пирвайхи тата юлашки çапăçусене асра хăварать тесе ахальтен каламаççӗ çав.
… Невари пладцарма çитсенех, çапăçу вăхăтлăха кăшт лăплансан, каçхине эпӗ, ыттисем пекех, хама валли окоп чавма тытăнтăм. Йӗри-тавралла пăхкаларăм. Манран икӗ метртах снаряд хăварнă шăтăк пур иккен. Ун пек шăтăка снаряд икӗ хутчен ӳкмест теççӗ. Çапах та эпӗ, кăшт шухăшланă хыççăн, çав шăтăкран хыçаларах окоп чавма шутларăм, хам та пӗлместӗп, мӗншӗн çапла турăм.
Ирхине çав шăтăках виçӗ снаряд ӳкнине куртăм, иккӗшӗ çурăлнă, виççӗмӗшӗ сирпӗнеймен. Взрыв хумӗ мана хыçалалла ывăтса ячӗ, çăвартан юн тапса тухрӗ. Ăнсăртран çеç эпӗ чӗрӗ юлтăм.
Пӗр шăтăках снаряд икӗ хутчен ӳкмест тени «тупан» çинче тӳрре тухмарӗ. «Тупан» çинче тӳрем çӗр юлманран снаряд шăтăка çеç ӳкме пултарнă.
Ноябрӗн 9-мӗшӗнче каçпа рота старшини, эпӗ тата тепӗр салтак Нева çыранне ротăри салтаксем валли каçхи апата япаласем илме кайрăмăр. Кутамккана тата винтовкăна окопрах хăвартăм. Нева çыранне çитсенех нимӗç пирӗн рота çине тата пӗтӗм пладцарма пур хӗç-пăшалтан пеме пуçларӗ. Тăшман самолечӗсем пирӗн çине вирхӗнсе анчӗç. Окопсем веç арканса пӗтрӗç. Эпӗ никама та, нимӗне те тупаймарăм. Аран çеç хамăн окопа шыраса тупрăм. Ман винтовкăн кӗпçийӗ çичӗ тӗлтен шăтнă. Кутамкка çӗтӗк-çатăка çаврăннă. Рота командирӗ блиндажрах вилнӗ-мӗн.
Каçхине старшина хушнипе апат илме кайнă тепӗр салтакпа рота командирӗн ӳтне чавса кăлартăмăр та Нева çыранне илсе кайрăмăр.
Эпир, сывă юлнисем, Нева çыранӗ патӗнче пуçтарăнтăмăр.
Ноябрӗн 10-мӗшӗнче çӗнӗ салтаксем килчӗç. Пирӗн пата кашни кун, кашни сехетре каçпа та, çӗрле те çӗнӗ чаçсем килсех тăчӗç.
Ноябрӗн 10-мӗшӗнче ир-ирех эпир «Ура!», «Тăван çӗршывшăн!» тесе хăватлăн кăшкăрса тапăнăва пуçларăмăр. Фашистсем çакна кӗтменскерсем салтакӗсен виллисене хăварса чакма тытăнса пытанса пӗтрӗç. Эпир хамăрăн позицисене каялла тавăртăмăр. Кунти кашни метр çӗр лаптăкӗ салтак паттăрлăхӗпе витӗннӗччӗ.
Ноябрӗн 10 тата 11-мӗшсенче фронтăн пирӗн тăрăхӗнче хаяр çапăçусем пычӗç. Эпир тапăнсах тăтăмăр… Нимӗçсем патне çӗнӗ вăйсем килчӗç те пирӗн çине асар-писер пеме пуçларӗç. Çакăн пек хăрушă лару-тăрура Хӗрлӗ Çар салтакӗсем кашни метршăн çапăçрӗç.
Ноябрӗн 11-мӗшӗнче тапăну вăхăтӗнче виççӗмӗш взводăн командирӗ пуç хучӗ. Аслă лейтенант, украинец. Салтаксем ăна юрататчӗç. Пирӗн виççӗмӗш отделени командирӗ те, вырăс, вилчӗ.
Вӗсем пурте улăпсем, ячӗсем – мухтавлă
Ноябрӗн 11-мӗшӗнче çӗрле тăшман персе янă снаряд ванчăкӗнчен эпӗ амантăм. Ман сурана хамăр ял çынниех Петр Григорьевич Артемьев çыхса ячӗ, эпир унпа çапăçусенче яланах пӗрлеччӗ, унтан мана Неван тепӗр çыранне каçарчӗç, Дубровкăри медсанбата вырнаçтарчӗç. Каярахпа Ленинграда илсе кайрӗç, эвакогоспитале хучӗç.
Пирӗн ротăри юлташсем тăшманпа арăсланла çапăçрӗç. Вӗсем хушинче пӗр хăравçă та пулман, çапăçу хирне пӗри те пăрахса кайман. Вӗсем пурте паттăрсем. Эпир Ленинград хулине хӳтӗлессине хамăрăн сăваплă тивӗç тесе шутланă.
Кунта, Ленинградшăн пынă хаяр çапăçусенче, Тăван çӗршывшăн, Совет влаçӗшӗн манăн ентешсем – вырăссем, чăвашсем, мăкшăсем, тутарсем – пуç хучӗç. Вӗсем пурте улăпсем, ячӗсем – мухтавлă.
Кунта хамăрăн тăван колхозри колхозниксем паттăрла вилчӗç: Элшел ялӗнчен – Петр Григорьевич Артемьев, Поликарп Стефанович Кириллов, Исай Викторович Артемьев, Венедикт Васильевич Афанасьев, Ефрем Иванович Мамакин, Арсений Иванович Емельянов; Раккасси ялӗнчен – Егор Осипов; Таккавар ялӗнчен – Иван Крылов, Андрей Коновалов; Пимӗрсел ялӗнчен – Алексей Мехтеркин, Николай Панков, Александр Мулеев, Николай Убеев; Чăваш Киштекӗнчен – Иван Кильдюшев; Тури Тарханран – Степан Алексеевич Гаврилов; Аслă Тархан ялӗнчен – Минкин тата Чумарин тутарсем; Тутар Питенкинчен – Сагдеев.
Пирӗнпе 3-мӗш взводра Раккасси ялӗнчен Аксентий Павлов чăваш пурччӗ. Ноябрӗн 11-мӗшӗнче тапăну вăхăтӗнче нимӗç пульли унăн каскине шăтарчӗ те рикошетпа çамкинчи ӳтне суранлатрӗ. Пуçӗнчи каски аяккалла ывтăнчӗ. Самантлăха вăл мӗн пулнине ăнланаймасăр тăчӗ, унтан тăна кӗрсе, каскăсăрах, çапăçăва ыткăнчӗ. Эпӗ асăннă салтаксем вăрçăччен ялти тăрăшуллă хресченсем пулнă, вӗсем хамăр тăрăхри колхозсенчех ӗçленӗ. Иван Крылов колхоз председателӗ пулнă.
Вăрçăран, мансăр пуçне, аманса Аксентий Павлов, Василий Салмин, Николай Мехтеркин тата Виктор Никитин таврăнчӗç. Вӗсем тăван хуçалăхра фронтри пекех гвардеецла тăрăшуллă ӗçлеме тытăнчӗç, ыттисене тӗслӗх кăтартрӗç. Шел, çапăçусенче аманнисем ахаль иртмерӗç. В.Салмин, Н.Мехтеркин, В.Никитин пурнăçран ир уйрăлчӗç.
Пӗтреç çынни вилӗмрен хăтарса хăварчӗ
Эпӗ иккӗмӗш ротăри отделени командирне, Пӗтреç районӗнчи Пӗтреç ялӗн çыннине Георгий Александрович Макова ырăпа аса илетӗп. Эпир унпа Ленинградра çар госпиталӗнче тӗл пултăмăр. Ăна та Дубровкăри çапăçура амантнă иккен.
Пире «Пурнăç çулӗпе» автомашинăсемпе пăр тăрăх илсе кайнă чух эпӗ шăнса йывăр чирлерӗм. Мана вилет тесех шутланă. П.Маков манран хăпмарӗ, хăйпе пӗрле Тихвин хулине илсе çитерчӗ, кунта пире лайăх 1170-мӗш госпитале вырнаçтарчӗç, ăста тухтăрсем мана вилӗмрен хăтарса хăварчӗç.
Невари Дубровкăри çапăçусенче пуç хунă е чӗрӗ юлнă кашни салтак мухтава тивӗçлӗ. Мана Тăван çӗршывшăн çапăçса йывăр контузи илнӗ, аманса сусăрланнă салтака III степеньлӗ Мухтав орденӗпе тата «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе наградăларӗç. Шел, йывăр аманни маншăн ахаль иртмерӗ, госпитальте сипленнӗ чухне тухтăрсен комиссийӗ малашне çапăçусене хутшăнма юрăхсăр тесе йышăнчӗ. Çапла эпӗ тăван Элшел ялне 1942 çулта таврăнтăм, хама кăшт самай туйма тытăнсанах колхоз ӗçне хутшăнма тытăнтăм, вăй çитнӗ таран лаша хатӗрӗсене тата ытти хатӗрсене юсаса тăтăм. Шкул ачисем йыхравласан, вӗсемпе тӗл пулма ытти юлташсемпе çитеттӗм, Ленинградшăн пынă хăрушă çапăçусем пирки каласа параттăм...»
Тӗрленчӗке пичете хатӗрлекентен
Меркурий тете пирӗн урамра пурăнатчӗ. Çӳллӗ, йăрăс кӗлеткеллӗччӗ вăл. Анчах та сывлăхӗ хавшакрах пулнине эпир пӗлмен. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк патӗнче ирттерекен митинга хутшăнма юратмастчӗ пулас вăл, е вăйӗ çитейместчӗ-ши? Мăшăрӗпе пурăннă кил-çурчӗ халӗ те тăп-тăпах-ха, хуçисем çеç урăх. Ку килтен виçӗ пӗртăван – Александр Матвеевич, Африкан Матвеевич тата Меркурий Матвеевич Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем пулнă. Халӗ те çав çурт умӗнчен иртмессерен ман асăма паттăр салтак Меркурий тете сăнарӗ тухса тăрать.
Меркурий Матвеевич Харитонов асаилӗвне
Василий Цыфаркин йӗркелесе çырнă.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Меркурий Матвеевич Харитонов 1980-мӗш çулсенче.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев