Эрех-сăра хакланать
2023 çулхи октябрьте Паташалăх Думин депуачӗсем пӗрремӗш вулавра 2024 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен табак изделийӗсем çине те акцизсем ӳстерме закон йышăннă
2024 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен алкоголь продукцийӗн тӗрлӗ тӗсӗсен акциз ставкисем ӳсеççӗ. Çакăн çинчен Патшалăх Думин депутачӗсем виççӗмӗш вулавра закон йышăннă. 2023 çулхи июль уйăхӗнче йышăннă тӳрлетӳсемпе январь уйăхӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен эрехӗн акциз ставкисем 1 литршăн 36 тенкӗ пулмаллаччӗ. Çӗнӗ тӳрлетӳсемпе 2024 çулхи майăн 1-мӗшӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен 1 литр эрехӗн акциз ставки 108 тенкӗ пулать. 2025 çулта эрех акцизӗ 112 тенкӗпе танлашӗ, 2026 çулта – 116. Халӗ 1 литр эрехӗн акцизӗ 34 тенӗ. Эрех ӗçмисен (винные напитки) акциз ставки 2023 çулта 1 литршăн 45 тенкӗ. 2024 çулта 47 пулмаллаччӗ, анчах майăн 1-мӗшӗнчен 141 тенке çитет, 2025 çулта – 147, 2026 çулта – 153 тенкӗ.
Шампанское евӗр эрехсен акцизӗ те вырăнта тăмасть – 2023 çулта – 1 литр эрехшӗн 45 тенкӗ, 2024 çулта 47 тенкӗ пулать тесе шутланăччӗ, анчах майăн 1-мӗшӗнчен 141 тенкӗ пулать. 2025 çулта – 147 тенкӗ, 2026 çулта – 153 тенкӗ.
2023 çулхи октябрьте Паташалăх Думин депуачӗсем пӗрремӗш вулавра 2024 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен табак изделийӗсем çине те акцизсем ӳстерме закон йышăннă.
2024 çулхи январь 1-мӗшӗнчен сигаретсем çине акцизсем 3 процент ӳсесси çинчен Патшалăх Думин депутачӗсем паян виççӗмӗш вулавра закон йышăннă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев