Эрне инкексенчен пуçланчӗ
Юрлă çанталăка пула çулсем çинче инкексенчен пуçланчӗ эрне. Декабрӗн 18-мӗшӗнче Хусанти Заречье проспектӗнче хăвăртлăха чакармасăр пыракан Volkswagen автомобиль дистанцие пăхăнманнипе Kia Rio машинăна пырса тăрăннă та сылтăмалла пăрăнса çуран çӳремелли çул çине сиксе тухнă. Çав самантра шкул умне чарăннă Kia Rio машинăран тухакан 15-ри хӗрачана çапса хăварнă. Телее, никам та вилмен, аманнă ачана больницăна ăсатнă.
Шел те, çав кун ирхине 02.50 сехетре М7 çулăн Менделеевски районӗнчи участокӗнче «Лада Гранта» автомобилӗн ӳсӗр водителӗн айăпӗпе авари пулнă. Дистанцие пăхăнманнипе вăл Sitrak тиевлӗ машина çине пырса тăрăннă. Шел те, çăмăл машинăри 27-ри хӗр-пассажир сывă юлайман.
Чистай — Анат Кама автоçул çинче вара Jac тата Scania тиевлӗ машинăсем çапăннă. Шел те, Jac автомобилӗн водителӗпе пассажирӗ вырăнтах вилсе кайнă. Тепӗр машинăн водительне больницăна ăсатнă.
ЧУКУН ÇУЛ СУКМАК МАР
Декабрӗн 17-мӗшӗнче каçхине 19.55 сехетре Хусан çывăхӗнчи Борисково поселокӗнче Kia Rio автомобиль шлагбаума хупнине пăхмасăр чукун çул урлă каçма хăтланнă та путса ларнă. Çав самантра электропоезд çывхарса пынă. Телее, водитель тухса ӗлкӗрнӗ. Машини вара тимӗр купине çаврăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев