Эсир çанталăка сăнатăр-и?
• Çурла уйăхӗн 8-мӗшӗ – Ермолай. Шăнасем хытă çыртаççӗ, шапасем çыран хӗррисенче сиккелесе çӳреççӗ-тӗк – çумăра.
• Çурла уйăхӗн 7-мӗшӗ – Анна, Макарий. Ирхине сивӗ-тӗк – хӗлле те сивӗ пулать. Çак кун кăнтăрлаччен çанталăк мӗнле – хӗлӗн пӗрремӗш çурри те çапла пулать.
• Çурла уйăхӗн 8-мӗшӗ – Ермолай. Шăнасем хытă çыртаççӗ, шапасем çыран хӗррисенче сиккелесе çӳреççӗ-тӗк – çумăра.
• Çурла уйăхӗн 9-мӗшӗ – Пантелеймон. Çак кун пухнă курăк уйрăмах сиплӗ. Шăрчăксем хытă шавлаççӗ – çанталăк уяр та типӗ тăрасса.
• Çурла уйăхӗн 10-мӗшӗ – Пармен тата Прохор. Çилсӗр çумăр çăвать-тӗк – йӗпе-сапа вăраха тăсăлать. Çак кун япала улăштарма юрамасть – усса каймасть.
• Çурла уйăхӗн 11-мӗшӗ – Калинник. Ирпе тăм ӳкмен пулсан кӗркунне пуçламăшӗ ăшă пулать.
• Çурла уйăхӗн 12-мӗшӗ – Силуан. Çиллӗ, ăмăр кун – йӗпе-сапа вăраха каять.
• Çурла уйăхӗн 13-мӗшӗ – Евдоким. Çак кун çил вăйлă-тăк – хӗлле юр нумай çăвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев