Федераллă трассăсем валли Тутарстанра 147 000 тонна пăрлака хирӗç сапмалли материалсем хатӗрленӗ
Çанталăк хăйӗн асар-писерлӗхне çулла та сахал мар кăтартрӗ. Хӗлле вара унтан тем те кӗтме пулать. Çакна иртнӗ çулсем лайăх кăтартса пачӗç.
Трассăсене хӗлле пăхса тăма республикăра 149 ятарлă комбинированный текен машинăсем, 44 автогрейдер, 37 шнекпа роторлă юр тасатакан машина, 47 погрузчикпа экскаватор, 23 бульдозер, улшăнакан оборудованиллӗ 77 трактор, 24 хăйăр бази, техника валли 30 ăшă стоянка, водительсене канмалли 23 пӳлӗм хатӗрленӗ.
Çанталăк япăхланса кайсан, кăткăс участоксенче (ытларах чухне ку çул çинче вăрăма тăсăлакан хăпармаллисем тата анмаллисем) йывăр техника дежурствăна тухӗ. Тутарстанра çакнашкал вырăнсем 17, çав шутра 7-шӗ М7 автоçул çинче вырнаçнă, 5-шӗ М7 трассăран Киров енне юпленсе каякан çул çинче, 3-шӗ Хусан – Пăва – Чӗмпӗр çул çинче, 2-шӗ Хусан – Оренбург трасса çинче.
«Татар-информ» агентствон сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев