Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Германири çарсен ушкăнне йӗркеленӗренпе 78 çул

Саспаллисен ГСВГ абревиатурине илтсен чылай ватă салтак хăйӗн çамрăклăхне аса илет. Моряксемпе десантниксен, пограничниксемпе танкистсен общество пӗрлешӗвӗсемпе танлаштарсан, Германире служит тунă (хӗсмет иртнӗ) салтаксен йышӗ те пӗчӗк мар.

Уйрăмах Аксу районӗнче нумайăн вӗсем. Савгачево ялӗнче вӗсен хăйсен штабӗ те пур. Районти КӖçӗн Аксура пурăнакан генерал Анатолий Молоствов та хăй вăхăтӗнче Германире хӗсмет иртнӗ. Вăл 1975-78 çулсенче Совет çарӗсен Германири ушкăнӗнчи бронетанк службин начальникӗн çумӗ пулнă. 
Совет çарӗсен Германири окупаци ушкăнне 1945 çулта июнӗн 10-мӗшӗнче йӗркеленнӗ, унăн пӗрремӗш командующийӗ Георгий Жуков пулнă. Ватă салтаксен хушшинче офицерсем те, сержантсем те пур. Вӗсем кашнийӗ тӗрлӗ профессире вăй хурать, çапах та çарти хӗсметне аса илме вăхăт çитсен салтак формине хăвăрт кăна тăхăнса яраççӗ. Çӗннине çӗлеттерекенсем те пур. ГСВГ ялавӗсемлӗ автомашинăсемпе пурте пӗрле пухăнса Аксу районӗн çулӗсемпе авточупу йӗркелеççӗ вӗсем, унтан райцентрти хăйсен ятарлă палăкӗ умне чечексем хураççӗ. Салтакри вăхăта аса илсе штабра çупа çăкăр çиесси те йăлана кӗнӗ. 
Халăхра Германире хӗсмет иртнӗ салтаксем шифоньер алăкӗ çине е куçкӗски çине çыпăçтармалли хур çăмарти сарлакăш наклейкăсемпе ӗмӗрлӗхе асара юлӗç. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев