Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юлия Еремеева «Раççей чăваш пики — 2023» титула чăннипех тивӗçлӗ

Иртнӗ шăматкун, декабрӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти К. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче «Чăваш пики — 2023» Пӗтӗм Раççейри пултарулăхпа илем конкурсӗ иртрӗ. Тутарстан, Пушкăртстан республикисенчен, Ульяновск облаçӗнчен тата Чăваш Енрен пурӗ 18 пике хăй пултарулăхне кăтартрӗ. Тутарстан чысне харăсах виçӗ пике: Юлия Еремеева (Хусан), Анастасия Алексеева (Çырчалли), Ксения Герасимова (Пăва районӗ, Элшел ялӗ) хӳтӗлерӗ.

Тăватă тӗрӗслев витӗр иртсе хăйсен илемӗпе пултарулăхне кăтартма тиврӗ конкурсанткăсен. Жюри кашни хусканăвне, çав шутра чăвашла мӗнле калаçнине те, шута илчӗ. Пирвайхи конкурс — чи тутли, чăваш апат-çимӗçӗ пулчӗ. Театрăн тăваттăмӗш хутӗнчи пысăк пӳлӗмре иртрӗ вăл. Хуплу, тултармăш, шăрттан, кукăль-пӳремеч, чăкăт, сăра, уйран... Мӗн кăна çукчӗ-ши?! Хӗрсем хăйсем кăна мар, вӗсен çемйи, районӗ тăрăшни сисӗнчӗ кунта. Ульяновск хулинчи Ксения Борисовăна, тӗслӗхрен, пӗр уйăхри шăллӗ те пулăшма çитнӗччӗ. Пирӗн хӗрсене Çырчаллинчи, Пăвари тата Хусанти ансамбльсем тӗрев пачӗç. Апла пулин те конкурсанткăсен хăйсен апатне кăтартма кăна мар, каласа пама та пӗлмеллеччӗ. Жюри вӗçӗмсӗр: «Кăна мӗнле хатӗрленӗ?», «Мӗн янă?», «Мӗнле пӗçернӗ?» пек ыйтусем пачӗ. 


Тӗп конкурс вара театрăн сцени çинче пуçланчӗ. Ăна ЧНК президенчӗпе вице-президенчӗ В. Клементьевпа П. Вязов конкурсанткăсене ăнăçу сунса уçрӗç. Иккӗмӗш конкурс — визитка пулчӗ. Хӗрсем хăйсемпе кăна мар, çуралнă хула-районпа чăвашла калаçса паллаштарчӗç. Техника кăлтăкӗсене шутламасан, пӗри те çухалса каймарӗ, такăнмарӗ те. Вӗсене итленӗ май Чăваш Ен, Тутарстанпа Пушкăртстан, Ульяновск тăрăхӗсем куç умне тухрӗç. Хӗрсем пӗринчен тепри маттур. Çырчаллинчи Анастасия Алексеева, тӗслӗхрен, Çырчаллипе кăна мар, «Дакарта» 17 хутчен çӗнтернӗ «КАМАЗ-мастерăн» штурманӗ Дмитрий Никитин чăваш пулнипе те мăнаçланчӗ. 


Тепӗр конкурсра чӗлхене мӗнле пӗлнине кăтартмаллаччӗ вӗсен. Тӗрӗсрех каласан, чăвашла-вырăсла хутăштарса çырнă предложенисене чăвашла тӗрӗс йӗркелемеллеччӗ. Палăртса хăварам, хулара ӳснӗскерсене çăмăлах пулмарӗ ку. Çавах та чӗлхене вӗсем кун чухлӗ пӗлнишӗн те савăнмалла.


Тăваттăмӗш конкурс пултарулăх номерӗнчен тăчӗ. Килти ӗç темелле пуль ăна. Тӗпрен илсен, юрă-ташăран тăчӗ вăл. Шел те, конкурсанткăсенчен чылайăшӗ ку тӗрӗслеве вăйсăртарах хатӗрленни сисӗнчӗ. Ку ӗнтӗ хӗрсен мар, вӗсене хатӗрлекенсен çитменлӗхӗ. Сцена çинче хусканусем туса унта та кунта чупса çӳрени кăна çителӗксӗр вӗт-ха кун пек чух, номерӗн шухăшӗ пулмалла, ăна юрă е ташă чӗлхипе кăтартма пӗлмелле. Ку енчен хамăр хӗрсене мухтас килет. Анастасия Алексеева хăйӗн ташă номерӗпе Çырчаллин историне каласа пама тăрăшрӗ. Çамрăк хулан строительствине Кама тăрăх пăрахутпа çитнӗ тӗрлӗ халăх çамрăкне чăвашла ташлаттарса туслаштарчӗ. Юлия Еремееван номерӗ вара мюзикл евӗр пулчӗ. Чăваш çамрăкӗсен ӗмӗртен килекен пурнăçӗпе паллаштарчӗ вăл. «Нарспи» мюзиклăн çамрăксем вăййа тухнă самантӗнчен пуçласа сюжета паянхи куншăн уйрăмах çивӗч, салтака ăсатса кӗтес, темăпа çыхăнтарчӗ. Кунтах И. Яковлевăн 175 çулхи юбилейне аса илтерсе унăн сасси те илтӗнчӗ, салтака ăсатас йăла, каччине кӗтекен хӗр тунсăхӗ, çутă малашлăха шантаракан тӗлпулу. Сăмах май, чунри тунсăха вăл СВОри салтак амăшӗн Наталья Клементьеван (Çӗпрел районӗ) сăввине каласа чуна витерчӗ. Вăрçă темине хускатакансем тата та пулчӗç-ха, анчах та вӗсенче темшӗн пӗрремӗш плана конкурсантка хăй мар, ăна пулăшакансем тухрӗç. 


Çапах та конкурс конкурсах. Тем пек тавлашсан та çӗнтерӳçӗ пӗрре. Жюри председателӗ П. Вязов: «Эпӗ ку конкурса нумай çул хаклатăп, мӗн чухлӗ маларах каятпăр, çавăн чухлӗ хӗрсем пултаруллăрах», — терӗ вăл кăçал та çӗнтерӳçе палăртасси çăмăл мар пулнине палăртса. Тӗп номинацисене çак пикесем тивӗçрӗç:


«Куракансем кăмăлланă пике» — Анастасия Мазурова (Комсомольски тăрăхӗ, Чăваш Ен);


«Чăваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллă пике» — Ксения Борисова (Ульяновск хули);


«Хӳхӗм пике» — Полина Григорьева (Муркаш тăрăхӗ, Чăваш Ен);


«Çивӗч ăс-тăнлă пике» — Полина Никитина (Тăвай тăрăхӗ, Чăваш Ен);


«Тараватлă пике» — Татьяна Назарова (Пушкăртстан);


«Вице-чăваш пики» — Юлия Васильева (Йӗпреç тăрăхӗ, Чăваш Ен).


«Раççей чăваш пики — 2023» титула вара пирӗн ентеш Юлия Еремеева (Хусан) çӗнсе илчӗ. Конкурсăн тӗп парнине — тухьяна — тата «Жемчужина Чувашии» санатори путевкине тивӗçрӗ вăл.


Çӗнтерӳçӗсене саламлама сцена çине конкурсăн спонсорӗсемпе жюри пайташӗсем, вӗсен йышӗнче ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, «Тус» строительство компанийӗн ертӳçи Николай Угаслов, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн, «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина та, тухрӗç. 


Шел те, «Раççей чăваш пики» конкурса уçма та, çӗнтерӳçӗсене саламлама та ЧР Правительствинчен, çав шутра Культура министерствинчен те, пӗр çын та килменччӗ. Калăн, республикăн тӗп хулинче конкурс пулнине пӗлмесӗрех юлнă вӗсем. Нивушлӗ Чăваш Ен ертӳçисене хăй халăхӗ, наци культури вуçех те кирлӗ мар? Мӗн тесен те кунта пулас аннесем, апла-тăк нацин генофончӗ, пухăннă-çке. «Раççей чăваш пики» конкурсра хальччен пулса курманскер эпӗ, тӗслӗхрен, Хусанти «Тутарстан чăваш пики» е «Мисс Татарстан» конкурссем евӗр шоу пуласса кӗтнӗччӗ. Шел те, конкурс темине уçакан пролог-тавраш хатӗрлесе чăрманман йӗркелӳçӗсем. 


Тӗрӗссипе, Чăваш Енре кӑҫал Телейлӗ ачалăх çулталăкӗ пулнине кунта та кăтартсан аван пулмаллаччӗ пек. Сцена çине 100 çул тултаракан «Паха тӗрӗ» фабрикăн тата чăваш эрешӗсен коллекцине курма та ӗмӗтленнӗччӗ, анчах... Ку конкурс сцени çинче мар-тăк тата ăçта курмалла-ха чăваш тумӗпе эрешӗн илемӗпе мăнаçлăхне? Пасарсенче тата концертсен вăхăтӗнче фойесенче кăна-шим вӗсен вырăнӗ? Нивушлӗ ку конкурса ытти халăхсем тӗлӗнсе тăмалла ирттерме пултаракан режиссер Чăваш Енре юлман? 


Тата çакна та палăртмасăр май çук: конкурс кăçал та янравлă ячӗпе тӳр килмерӗ. Мӗншӗн тесен Мускав, Санкт-Петербург, Самара, Пенза, Тюмень пек чăвашсем йышлăн пурăнакан регионсенчен пӗр конкурсантка та хутшăнмарӗ. Çавăнпа та вăл хальхинче те регион шайӗнче кăна пулчӗ тесен тӗрӗсрех пуль. Çакна 18 хӗртен 5-шӗ кăна урăх регионтан килни те, «Чăваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллă пике» номинаци пурри те çирӗплетрӗ.


Хамăр хӗрсем пирки калас-тăк, пирӗн вӗсем маттур, конкурса ăнсăртран лекнисем мар. Çырчаллинчи Анастасия Алексеева, тӗслӗхрен, «Тутарстан чăваш пики — 2023» республика конкурсӗн çӗнтерӳçи, Ксения Герасимова «Сувар» пики—2023«, «Уяв пики—2023» конкурссен финалистки. Юлия Еремеевăна вара уйрăммăн палăртмалла. Тутарстан чăваш çамрăкӗсен лидерӗ хăйӗн кăна мар, чăваш наци илемӗпе пултарулăхне çӗршыв шайӗнче кăтартрӗ вăл кăçал: Хусанта тӗрӗк халăхӗсен пикисен хушшинче иртнӗ «Науруз Гузеле» конкурсра çӗнтерчӗ, Красноярскра иртнӗ «Азия — Сибирь» пултарулăхпа илем конкурсӗнче финала тухрӗ. Çавăнпа та «Раççей чăваш пики — 2023» титула чăннипех тивӗçлӗ хӗр вăл. Маттур, Юлия!



Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская красавица России 2023