Юнне кура сăнӗ
Çыннăн сăн-пичӗн илемӗ юн ушкăнӗнчен нумай килет иккен
Çыннăн сăн-пичӗн илемӗ юн ушкăнӗнчен нумай килет иккен. Çакна тӗпчесе палăртнă ăсчахсем. Камăн I ушкăнри юн, вăл уйрăмах илӗртӳллӗ, ытармалла мар чипер. Камăн юнӗ II ушкăнра, вӗсен те илӗртӳлӗхӗ çук мар — харизмине, пултарулăхне асăрхамасăр тăма çук. Çавăн пекех вӗсем ӗçе юратаççӗ, эмпати вăйлă аталаннă.
III ушкăнрисем II-мӗшсемпе пӗрпекрех, анчах вӗсем хăюллăрах, туйăмӗсене кăтарма вăтанмаççӗ. Ăсчахсен шучӗпе чи пысăк романтиксен юнӗ IV-мӗш ушкăнран. Кусем питӗ çепӗçлӗхе юратаççӗ, вӗсене тимлемелле. Анчах туйăмӗсене алăра тытма та пултараççӗ, кирлӗ-тӗк хăйсене нимӗн пулман пек кăтартаççӗ.
Тата çакна та тӗпчесе пӗлнӗ ăсчахсем: II-мӗш ушкăнри (-) резус факторлă çынсенчен час-час çăмăлттай шухăшлисем тӗл пулаççӗ тет, ăссăрла хăтланусемпе тӗлӗнтереççӗ имӗш таврари çынсене.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев