Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Геннадий Волков академик çуралнӑранпа 95 çул çитрӗ
Тӗнче шайӗнчи паллă ученăй, этнопедагогика никӗслевçи хăйӗн хыççăн тарăн йӗр хăварнă. Геннадий Никандрович çуралнине халалласа тӗрлӗ çӗрте уяв мерпориятийӗсем иртнӗ.
Шупашкарти 12-мӗш шкулта педагогсен «Халӑх вӗрентӗвӗн йӑла-йӗрки – вӗрентекенӗн ăс-хакăл культурин тӗп шӑнӑрӗ» наукӑпа меслетлӗх конференцийӗ иртнӗ.
Чăваш Наци Конгресӗ çумӗнчи Ваттисен канашӗн ертӳçи В.А.Федотов пӗлтернӗ тăрăх, асăннă конференцине хулари чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем çеç мар, пӗтӗм республикӑри учительсем хутшӑннă. Кунсӑр пусне Тутарстан, Пушкӑртстан республикисенчен, Мускав облаçӗнчен педагогсем хутшӑнма хапӑл тунă. Конференци ӗçне Ӳнерпе ӑслӑлӑх академийӗнн пайташӗсем: В.А.Иванов, Н.И.Димитриева, В.А.Федотов, Ю.М.Виноградов, Е.К.Иванова хутшӑнса сӑмах каланă. Ку конференци этнопедагогика ыйтӑвӗпе ирттерекен пулӑмсенчен 10-мӗш мероприяти пулчӗ. Ăна Чӑваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ Анисия Игнатьева йеркелесе ертсе пынă.
Чӳк уйăхӗн 1-мӗшӗнче Елчӗкре Раççей Вӗрентӳ академийӗн академикӗ, этнопедагогика никӗслевçи Геннадий Никандрович Волков çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа уяв мероприятийӗсем иртнӗ.
Аслă Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул паллă ентешӗн ятне илнӗ. Çак вӗрентӳ заведенийӗнче чаплă лару-тăрура «Гений çулӗ» музей уçăлнă. Çак музей академикăн пурнăç çулне уçса парать. Унта Геннадий Волковăн ӗçӗсем, наградисем, цитатисем... Çак музей шкулăн кăна мар, Аслă Елчӗкӗн визит карточки пулса тăрасси каламасăрах паллă, мӗншӗн тесен Г.Н.Волков тунă ӗçсем яланлăхах несӗлсен асӗнче юлӗç.
Çак кунах Аслă Елчӗк вăтам шкулӗнче Г.Волков академика халалласа Чăваш Республикинчи вӗренекенсемпе педагогсен «Асамат кӗперӗ» IV наукăпа практика конференцийӗ иртнӗ.
В.А.Федотов тата «Елчӗк ен» хаçат сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев