Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИВАН КУПАЛА АДРЕСӖ – ЕШӖЛВАР

Июлӗн 8-мӗшӗнче Ешӗлвар хулинче Иван Купала иртрӗ. Славянсен культурин уявне халиччен те йӗркеленӗ, 1997 çултанпах тӗрлӗ районсенче иртнӗ вăл. Ешӗлварта вара пӗрремӗш хут пулчӗ, хăйӗн яланхи адресне тупнăн туйăнчӗ Иван Купала. «Авангард» спорт комплексӗ умӗнчи тӳремре тата çывăхри юнашар тăракан икӗ çырма хӗрринче пулчӗ уяв. Иван Купала çыранра пуçланчӗ. Çырма хӗррипе республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ фольклор ушкăнӗсем чечек кăшăлӗ тăхăнса юрăсем юрларӗç, юрă картине тăрса çыран хӗррипе утрӗç. Чечек кăшăлӗсене çырмана ывăтакансем сахал пулчӗç.

Тепӗр çырмин пуçӗнче шапа хуранӗ манерлӗ сцена çинче илемлӗ пултарулăх коллективӗсем юрларӗç. 

Çак вăхăтрах «Авангард» умӗнче ал ӗç ăстисен суту-илӳ ура­писем ӗçлерӗç. Ача-пăчана, çӗнӗ ӗçе хăнăхас текенсене ку­рăсран пукане тума, хăюсенчен пуç кăшăлӗ çыхма вӗрентрӗç. Енчен те, калăпăр, вырăссен «Каравонӗнче» мастер-классем чылайăшӗ тӳлевлӗччӗ-тӗк, Иван Купалăра вӗсем пурте тӳлевсӗрччӗ, хăйăвӗсене-курăсӗсене те хăйсемех параççӗ. Савăнмалла, шăпăрлансене ӗçе хăнăхтармалла. Анчах тӗрлӗ çын кунта та тӗрлӗ. Хăюсене çăмхипех илсе утакансем те пур, курăсӗсене ывăçи-ывăçипе илсе чикекенсене те курма пулчӗ. Паллах, кун пек ăнсăртсем кăмăла хуçаççӗ. 

Славянсен сас паллийӗсене çырма вӗрентекенсем аслисене те хăйсем тавра пуçтарчӗç. Тимӗрç лаççи патӗнче интересленсе кӗпӗрленсе тăракансем те нумай. Халăх юмахӗсенчи сăнарсем те юнашарах çӳреççӗ.

Уявăн официаллă пайӗнче Ешӗлвар муниципаллă райо­нӗн пуçлăхӗ, хула мэрӗ М.П.Афанась­ев хăнасемпе ешӗл­варсене саламларӗ. Иван Ку­пала уява Ешӗлварта яланлăха хăварма кăмăл пуррине пӗлтерчӗ, алă çупса ырласа йышăнчӗç çакна итлекенсе

м. ТР Халăхсен ассамблейин Канашӗн ятӗнчен пухăннисене Ӗçтăвком ертӳçи К.Г.Яковлев хӗрӳллӗн саламларӗ: «Мăн асаттесенчен пыракан йăласем ăруран ăрăва куçса пыни халăха вăйлăрах пулма май парать», – терӗ вăл. Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗн директорӗ И.Шарипов, «ТР Вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗ» РОО председателӗ И.Александровская, ТР Украина наципе культура пӗрлешӗвӗ» РОО председателӗ В.Любченко тата  Хусанти белоруссен «Спадчына» (Еткерлӗх) обществин председателӗ С.Маруденко славянсен культурин уявӗпе саламларӗç.

Июлӗн 8-мӗшӗ – Çемье, юрату тата шанчăклăх кунӗ. Паллах, йӗркелӳçӗсем Çемье уявне те программăна кӗртнӗ. Ешӗлварти нумай çул туслă çемьепе пурăнакан мăшăрсене сцена çине чӗнсе саламларӗç, чечек çыххисем, асăнмалăх парнесем пачӗç. 

Уява республикăри илемлӗ пултарулăх коллективӗсем, ача-пăча ансамблӗсем малалла тăсрӗç. Каç сӗмӗпе Раççейри паллă юрăç Марина Девятова ешӗлварсемпе хăнасене сцена çывăхнерех пуçтарчӗ.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

 Ф.Фадеева сăнӳкерчӗкӗ.  

Ытти сăнӳкерчӗксене хаçат сайтӗнче, «ВКонтакте» соцсетьре пăхма пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев