Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кам мӗнпе пултарать – салтаксене пулăшать

Пӗкӗлмере пурăнакан хӗрарăмсем ятарлă çар операцине хутшăнакан боецсем валли 243 мăшăр çăм нуски çыхса панă. Хӗл инçе мар. Çавăнпа та нускисем пирӗн каччăсем валли чух кăна пулӗç.

Тутарстан Республикин Журналистсен союзӗ салтаксем валли пӗр пин мăшăр стелька пуçтарса пама пулнă. Çак акцие «Татмедиа» АО филиалӗсем те хастар хутшăннă. Салтаксен урисем ан шăнччăр, типӗре пулччăр тесе журналистсем атă-пушмак ăшне сармалли кӗçе стелькăсем туянса панă. Журналистсен союзӗнче ӗçлекенсем пӗлтернӗ тăрăх, пухăннă стелькăсен шучӗ 2 пин мăшăртан иртсе кайнă.

Çак пулăшура «Сувар» хаçат редакцийӗн те пайӗ пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев