Хаксем вырăнтан хускалчӗç, ӗç укçипе пенсисем çук-ха
Кăçалхи кăрлач уйăхӗнче Тутарстанра инфляци çӗнӗрен вырăнтан тапраннă. Иртнӗ уйăхра апат-çимӗç продукчӗсем 11,5% ӳснӗ, çимелли мар тавар 9,2%
Уйрăмах макаронсемпе кӗрпесем – 19,4%, аш-какай продукцийӗ - 16,5%, пулă тавраш -12,7%, çупа сӗт тата сӗт продукцийӗ - 13,9%, пахчаçимӗç - 13,7%, сырсем - 12,4%, сахăр - 16,1%, пылак тавраш - 12,9%.
Ыттисемпе танлаштарсан, çăмарта хакӗн ӳсӗмӗ кăрлач уйăхӗче чакнă, вăл 10,1 процента çеç хăпарнă. Çавăн пекех чей, кофе, какао, çăкăр тата булка хатӗрсен хакӗсем нумай ӳсмен. Çимелли мар таварсен хакӗсем вăтамран илсен 9,2% ӳснӗ, уйăх каялла та инфляци çак шайраччӗ. Кăрлач уйăхӗнче услугăсен хакӗсем пилӗк процента ӳснӗ, пӗлтӗрхи раштав уйăхӗнче вӗсен кăтартăвӗ 4,8% танлашатчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев