Хусанта йӗлтӗр ăмăртăвӗсем малалла тăсăлаççӗ
«Раççей йӗлтӗр йӗрӗ – 2022» хӗллехи уяв çӗршывӗпе кӗрлесе иртсе кайрӗ. Унта ялсемпе хуласенчен нумай çын хутшăнчӗ, пӗлтӗрхи пекех. Анчах юр кăçал часах ирӗлесси курăнмасть-ха. Хусансем çакăнпа усă курса юласшăн та. Тутарстанăн шӗкӗр хулинче татат тăватă пысăк йӗлтӗр чупăвӗ пулать.
Нарăс уйăхӗн 26-27-мӗшӗсенче «Локомотив» стадионра Раççей Паттăрне Сергей Ашихмина асăнса йӗлтӗр гонкин первенстви иртет. Пуш уйăхӗн 5-мӗшӗнче Хусанти ипподромра Хусан мэрӗн кубокӗшӗн йӗлтӗр гонки пулать. Пуш уйăхӗн 12-мӗшӗнче «Локомотив» стадионра Хусанăн 55-мӗш юбилейлă йӗлтӗр марафонӗ пулать.
Йӗлтӗр сезонӗ пуш уйăхӗн 19-мӗшӗнче Юдино поселокӗнче вӗçленет. Кунта çул çитмен çамрăксем хушшинче йӗлтӗр марафонӗ пулать. Хальхи вăхăтра мӗн пур чупăва хутшăнма заявкăсем йышăнаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев