Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗл хăй вăхăтӗнче килсе çитет

Европа çӗршывӗсен политики Раççей экономикине тӗп тăвасшăн, анчах европеецсем хăйсем шар кураççӗ, тесе шутлать РФ Хăрушсăрлăх Канашӗн председателӗн çумӗ Дмитрий Медведев

Раççее «хур тӳсекен çынсен хӳттине тăнăшăн тата хăйӗн интересӗсене хӳтлеме тăрăшнăшăн» явап тыттарма хăтланаççӗ тесе шутлать Медведев.

«Яланхи пекех Раççей экономикине чăл-пар тустарма шутланă. Энергоносительсен экспортӗнчен кӗрекен укçасене туртса илесшӗн. Çунакан мӗн пур япала çине тоталлă чарусем хучӗ绫 - тесе çырнă вăл хăйӗн телеграм-каналӗнче. Анчах та çакна пула европеецсен килӗсене кăна мар, промышленноçӗпе ял хуçалăхне те энергипе тивӗçтересси татăла пуçланă.  

«Хӗл хăй вăхăтӗнчех килесси пирки аса илчӗç, анчах та газ, нефть тата кăмрăка альтернативлă майпа кӳресси питӗ хака ларнине шута илмен. Часах сивӗсем çитеççӗ», – тесе хушнă Медведев.

Аса илтеретпӗр, «Çурçӗр юхăмӗ» газопроводпа пыракан поставкăсем сасартăк чакнине пула, Еврокомисси ЕС патшалăхӗсене сенкер вута çунтарассине 15 процента чакарма сӗннӗ. Венгрире тӳрех çак требование ниепле те пурнăçлайманни çинчен пӗлтернӗ. Çав вăхăтра ют çӗршывсенчи хыпар хатӗрӗсем «Газпром» газпа тивӗçтерессине чакарасси çинчен пӗлтернӗ хыççăн Европăра аптăраса ӳкни çинчен пӗлтереççӗ. «Çурçӗр юхăмӗпе» паян газопроводăн тулли хăватӗнчен 20 процент кăна пырать. Çакă оборудование юсанипе çыхăннă тата «Сименс» компани юсама илнӗ турбинăна халӗ те тавăрса паманнипе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев