Сосновский пултăранне советсен саманинче ӗнесене çитерме тесе ӳстерме тытăннă пулнă. Ӗнесем ăна çинӗ, анчах та сӗт çине çак курăк начар витӗм кӳнӗрен, ку пуçарăва часрах пăрахăçалнă. Сосновский пултăранӗ агрессивлă ӳсен-тăран. Икӗ метр çӳллӗш ӳсет. Унăн сӗткенӗ ӳте çунтарать. Вăтамран илсен пӗр тӗпрен 70 пине яхăн вăрă тухать, вӗсем çӗрте 5-15 çул упранаççӗ, çавăнпа та унпа кӗрешме çăмăлах мар.
Хальхи вăхăтра Çӳльту, Пестрецы районӗсенче çак курăк йышлă.
«Пестрецы ял хутлăхӗнче 12 гектар çинче, Шăхаль ял хутлăхӗнче 50 гектар, Кощаковора – 2 гектар, Ленино-Кокушкинора 3,5 гектар çӗр çинче пултăрана механизацилесе тата алă вӗççӗн çулаççӗ. Хальхи вăхăтра тата пӗчӗк участоксенче пултăрана тӗплеççӗ», – тесе пӗлтернӗ Пестрецы райадминистрацийӗн пресс-секретарӗ Ляйсан Мифтахова.
Пестрецы районӗнче сиен курăка пӗтерес тесе хими тытăмӗсемпе усă курмаççӗ. Кунта пултăран юханшывсен хӗрринче ӳсет, наркăмăшпа усă курсан, шыври фаунăна сиен кӳме пулать.
Нет комментариев