Лару-тăру хăш еннелле улшăнассине вăхăт кăтартӗ
Октябрӗн 20-мӗшӗнче Молдави парлеменчӗн депутачӗсем пленарлă ларăва пуçтарăннă пулнă. Сесси пуçлансан çӗршывра хуçаланакан «Действие и солидарность» партин депутачӗ Дмитрий Алайба Раççее «террористла патшалăх» тесе ятлама чӗнсе каланă. Ун сăмахӗсем тăрăх, çакнашкал резолюцисене Европа канашӗн Парламент ассамблеи, Эстони парламенчӗ ӗнтӗ йышăннă, Молдавин те çак çулпах каймалла.
Аса илтеретпӗр, русофоб Алайба ЛГБТ юхăмне тӗрев паракан политик, Кишиневра иртнӗ «сенкеррисен» маршӗнче вăл колонна пуçӗнче утнă.
Раççей Украинăра ятарлă çар операцине пуçласанах Молдави влаçӗсем Киев режимӗ майлă пулнине пӗлтернӗ. Çав вăхăтра ку çӗршыв конституцийӗнче çирӗплетнӗ нейтралитет пирки калакан йӗркесем пур. Молдавин официаллă ертӳçисем Новороссири референдумсене йышăнманни пирки те пӗрре мар каланă. Раççей Федерацийӗн çӗнӗ субъекчӗсене вӗсем «вăхăтлăх окупациленӗ территорисем» тесе калаççӗ.
Çав вăхăтра нумай пулмасть Румыни парламенчӗ умӗнче сăмах каланă чухне Молдави Президенчӗ Майя Санду унăн çӗршывӗ хӗлле газпа çутăсăр тăрса юлма пултарни çинчен пӗлтернӗ. Ун сăмахӗсемпе Модавире хальхи вăхăтра вăйлă энергетика кризисӗ. Унти çынсем валли юлашки çулталăкра газ тарифӗ 6 хут ӳснӗ. Çутăпа та лару-тăру аванах мар. Мӗншӗн тесен маларх Молдова электричествăна ытларах Украинăран туяннă пулнă. Халӗ лешсен хăйсен те çутă инфраструктурин 40 проценчӗ ӗçлемест.
Шеллес те килет. Килмест те. Нушаланса тарăхакан ахаль халăха шел, паллах. Анчах та çак пуçлăха вӗсем хăйсем суйланă-çке.
Кӳршӗсене йăлăннин усси пур-ши? Румыни хăй те Евросоюзăн чи чухăн çӗршывӗсен шутӗнче. Çапах йӳнерех илсе хаклăрах сутасси – румынсен юнӗнче.
Кишиневра нумай пин çын пухакан протестла митингсем чарăнмаççӗ. Унта тухакансем Додон Президент пулнă чухне газ хакӗ чакнине шав аса илеççӗ. Çакă Раççейпе туслă пулмалли çинчен калать. Анчах Америкăра вӗреннӗ Санду мӗн хыççăн мӗн пуласси пирки шутлама хăнăхман ахăр, вăл Вашингтонран мӗн каланине (хушнине) итлеме хастар пулмалла.
Хальхи вăхăтра Европăра Санду тата ун майлисем пек калаçакан политиксем нумай, ку япаларан тӗлӗнме те кирлӗ мар пек. Анчах та Молдовăри Приднестровьере пирӗн çар бази пур. Официаллă Кишиневăн Гагаузипе те хутшăнусем лайăхах мар. Çакă чылай хăмсаракана канăç памасть те.
Лару-тăру хăш еннелле улшăнассине вăхăт кăтартӗ.
Сăнӳкерчӗк Молдова Республикикн Президентурин пресс-службин
https://presedinte.md/presedinte/foto
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев