Мăкшă çăпатине тăхăннă хӗрарăмсем ташласа тӗлӗнтерчӗç
Хула çыннисене ял тымарӗсем çинчен аса илтерме шухăшласа тупнă пек туйăнать çак уява мэрире. Ӗнер Хусанти «Хура кӳлӗ» паркра мордва культурин «Пурнăç йывăççи» фестивалӗ иртрӗ.
Вăл Раççейри Культура еткерлӗхӗн çулталăкне халалланă мероприятисен шутне кӗнӗскер, питӗ шавлă та хаваслă иртрӗ. Сценарий пурин те пӗрччӗ: çармăссен те, удмуртсен те, чăвашсен те. Мордвасем çеç - ирçесемпе мăкшăсене пайланнипе – кăштах уйрăлса тăчӗç. Çак этноссен костюмӗсем те пӗр-пӗринчен аванах уйрăлса тăраççӗ. Авалхи халăх. Тен, çавăнпа уяв пуçланнă çӗре унта çын сахалтарахчӗ. Тутарстанра мордвасем хăйсем сахалăн пулнипе-тӗр. Лениногорск районӗнче килнӗ ансамблӗн купăсçи те чăвашчӗ – Геннадий Садовников.
Каçалла вара тӗп площадкăра çын чăвашсенни пекех туллиехччӗ. Мăкшă çăпатнине тăхăннă Саранскри артистсем хусенсене тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗç. «Эрзянка» ансамблӗ, халăх юррин «Од ойме» коллективӗ, нумай нациллӗ «Закария» фолк-ушкăн тата ыттисем лайăх концерт кăтартрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев