Малтисен ретӗнче пирӗннисем те пур
Ӗнер Хусан Кремлӗнче Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов уйрăмах палăрнă ентешсене патшалăх наградисем парса чысланă
«Сиртен кашнине республикăшăн тухăçлă ӗçлесе çӗршыв аталанăвне тивӗçлӗ пай кӗртнӗшӗн тав тăвас килет», – тенӗ вăл.
Рустам Минниханов пирӗн çӗршыв иккӗмӗш çул неонацизмпа кӗрешни çинчен аса илтернӗ. «Паян пирӗнпе пӗрле ятарлă çар операцине хутшăнакансем, вӗсем пирӗн несӗлсем, Çӗнтерӳ ăрăвӗ никӗсленӗ йăласене тивӗçлӗн малалла тăсаççӗ. Тавтапуç хастралăхпа паттăрлăхшăн, эпир сирӗнпе мăнаçланатпăр!» – тенӗ Раис.
Çак кун залра йӗркене хӳтӗлекен органсен ӗçченӗсем те, йăлари конфессисен представителӗсем те, общество деятелӗсем те, сывлăх сыхлав, промышленность, строительство, ял хуçалăх отраслӗсенче ӗçлекенсем те пулнă.
Ăслăлăх сферинче тăрăшакансен хушшинче пирӗн ентеш, наукăсен докторӗ Юрий Евдокимов та пулнă. Ăна Республика Раисӗ «Раççей Федерацийӗн аслă шкулӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята парса чысланă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев