Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Министр ваттисен çуртӗнче пурăнакансен халӗсемпе кăсăкланнă

ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова ӗçлӗ визитпа Пăва муниципаллă районӗнче пулнă.

Ведомство пуçлăхӗ Пăвари ватă çынсемпе инвалидсен интернат-çуртӗнче пулса унта пурăнакансене социаллă услугăсем еплерех кӳрӗннипе паллашнă. Пушар тата антитеррор хăрушсăрлăхне ӗç министрӗ уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрнă. Эльмира Зарипова интернат-çуртра пурăнакансен халӗсене ыйтса пӗлнӗ, вӗсем пурăнакан условисемпе паллашнă.

Каярах министр Пăва районӗн администрацийӗнче тулли мар мобилизаципе çар службине йыхăрнă граждансен тата вӗсен çемйисене социаллă тӗрев парас тӗлӗшпе канашлу ирттернӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев