Ӗнер Шупашкарта Вера Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă асăну каçӗ иртнӗ
Ӗнер Шупашкарта СССР халăх артистки Вера Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă асăну каçне Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев та хутшăннă, тесе пӗлтерет ЧР Пуçлăхӗн пресс-служби.
«Эпӗ Вера Кузьмина пекех хам чăваш пулнишӗн савăнатăп. Вера Кузьминична пирӗн валли пуян еткерлӗх хăварнă. Вăл чăваш искусствишӗн, культурипе чӗлхине, йăли-йӗркисене упраса хăварассишӗн тăрăшнă. Хăйӗн нумай çулхи пултарулăхӗнче вăл мӗнле асра юлмалли сăнарсем калăпланă, миллион кураканăн чӗрине тыткăна илнӗ. Ыран театр наци искусствин çӗнӗ фестивалӗ – «Чӗкеç» – уçăлать. Вăл малалла та аталантăр, çулсерен анлăлансах пытăр тесе пӗтӗм вăя хурăпăр. Çак фестивале килнӗ коллективсене тав тăватăп. Чăваш Республикин Правительстви Вера Кузьминан ячӗ яланах пирӗн хушăра пурăнтăр тесе мӗн кирлине пӗтӗмпех тăвӗ. Паллă артисткăна килес ăрусем те пӗлччӗр тесе тăрăшăпăр», – тенӗ Чăваш Енӗн Пуçлăхӗ.
К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳçи, СССР халăх артисчӗ Валерий Яковлев та 75 çула яхăн çак театрта ӗçленӗ Вера Кузьминична пирки нумай ырă сăмах каланă, паллă артистка çӗр-çӗр сăнар ăсталаса кашнинех хăйӗн чунӗн пӗр пайне парса хатӗрленине, хуть мӗнле жанрта та роле тӗлӗнмелле ăста вылянине палăртнă.
Вера Кузьминична Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă асăну каçне унăн çывăх çыннисем, театра юратакансем, ӗçтешӗсем, тăванӗсем, пултарулăхне сума сăвакансем пуçтарăннă. К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн фойинче Вера Кузьминичнана халалланă курав ӗçленӗ, ун çинчен видеофильм та кăтартнă.
Сăнӳкерчӗксем ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев