Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ольга Васильеван иккӗмӗш кӗнеки пичетленсе тухрӗ

Чăваш литературине юратакансем Ольга Васильева (Федорова) прозаикăн ятне илтнех пулӗ. Канаш районӗнчи Мăкăр ялӗнче çуралнăскер калав-повесть çырма Шупашкарти Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чăваш наци лицейӗнче вӗреннӗ чухнех пуçланă. Малтанхи хайлавӗсем «Тантăш» хаçатра кун çути курнă. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университетӗнче вӗреннӗ хушăра та çырас ӗçе пăрахман.

Профессине те литературăпах çыхăнтарнă вăл. 2002 çултанпа Ольга Леонидовна Чăваш кӗнеке издательствинче ача-пăча литературин редакторӗнче ӗçлет. Вăл – РФ Журналистсен союзӗн, ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ. Унăн ятне Ача-пăча литературин пӗтӗм тӗнчери IBBY Хисеплӗ списокне кӗртнӗ. Прозаик Мускавра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери 37-мӗш IBBY Конгреса хутшăннă (2021).

Ольга Васильеван произведенийӗсемпе вулакан хаçат-журнал страницисенче кăна мар, «Шурă туй кӗпи» (2004), «Çӗнӗ ятсем уçатпăр» (2005), «Кӗтмен юрату» (2019), «Саламлăр аннӗре» (2019), «Куçукпа Хураçка. Потеряшка» (2021) коллективлă сборниксенче те паллашма пултарнă. 2018 çулта «Юхать çăлкуç...» пӗрремӗш кӗнеки кун çути курнă. Нумаях пулмасть вара Чăваш кӗнеке издательствинче унăн иккӗмӗш хайлав пуххийӗ пичетленсе тухрӗ – «Килсӗр йытă». Вăтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗскерне «Саккăрмӗшсем» шкул повеçӗ тата халапсемпе калавсем кӗнӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Екатерина Васильева. 

Повеçре хальхи вăхăтри хула шкулӗнче вӗренекен 8 «А» класс пурнăçӗ туллин тухса тăрать. Яшсемпе хӗрсем хушшинче тăрăшса вӗренекенни те, кахалраххи те, чеереххи те, кӗнеке вулама юратаканни те, телефона алăран вӗçертменни те тӗл пулать. Вӗсем тӗрлӗ пăтăрмаха тăтăшах лекеççӗ. Çулталăк тăршшӗпе саккăрмӗшсем Вӗрентекенсен кунне те, Февралӗн 23-мӗшӗпе Мартăн 8-мӗшне те паллă тăваççӗ, спорт ăмăртăвӗсене те хутшăнаççӗ, Пушкин картти мӗнне те пӗлекен пулаççӗ. Чи пӗлтерӗшли – пӗр-пӗрне итлеме, ăнланма, пулăшма хăнăхса пыраççӗ. Шкул повеçӗ çамрăк вулакансен кăмăлне каясси каламасăрах паллă.

Калавсемпе халапсенче автор тăван тавралăха, тăват ураллă туссене юратмалли çинчен асăрхаттарать. Канаш районӗнчи Мăкăр ялӗнчи юлашки вăхăтра палăрнă кивӗ чугун çул кӗперӗн сăнарӗ хайлавсенче пысăк вырăн йышăнать. Ку культура палăкне кӗнеке хуплашкинче те курма пултаратпăр. «Кукаçи калавӗ» хайлавра унăн историйӗпе тӗплӗнрех паллашма пулать. «Кӗпер парни» халапра вăл уйрăм герой пек тухса тăрать.

Чуна пырса тивекен самант йышлă кӗнекере. «Килсӗр йытă» калава хăйне те çакăн йышшисен шутне кӗртес килет. Вăрăмах та мар вăл, анчах темиçе страницăрах прозаик этемӗн чурăслăхӗпе каппайлăхне, чӗрчунăн шанчăклăхӗпе ырăлăхне туллин кăтартса пама пултарнă. Кăларăм хуплашкинче сăнланнă Бим яланах килсӗр пулман иккен. Вăл ялта пурăннă, хуçисем те юратнă ăна. Эппин, мӗнле майпа Канаша пырса çакланнă-ха вăл? Хуравне пӗлес тесен хайлава вуласа тухмалла.

«Пӳрт уççийӗ» калав Натали аппан кун-çулӗпе паллаштарать: унăн мăшăрӗ Макçăм Тăван çӗршывăн аслă вăрçинче Мускав патӗнчи çапăçура 1941 çулхи раштав уйăхӗнчех вилнӗ, ывăлӗ – Павăл – 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Унтанпа чылай çул иртнӗ ӗнтӗ. Натали аппа та самаях ватă, анчах тăван ывăлне халӗ те унчченхи пекех кӗтет. Унăн япалисене типтерлӗ усрать, чашăк-кашăкне хатӗр тытать. Мӗн тери хăватлă ӗненӳ! Мӗн тери чикӗсӗр амăшӗн юратăвӗ!

Кăларăмри ытти хайлав та çав тери кăсăклă. Эппин, Ольга Васильеван çӗнӗ кӗнекине тупса вулама тăрăшăр!

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев